30 июня 2017 г.

Пирĕн коллектив халăха паха таварсемпе кирлĕ пек тивĕçтерес тесе сахал мар тăрăшать. Харпăр хăй кил хуçалăхĕсенче туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшаççĕ, эмел курăкĕсем пухаççĕ, строительство материалĕсемпе, тĕрлĕ услугăсемпе пулăшаççĕ çынсене, суту-илÿпе обществăлла апатланун çĕнĕ объекчĕсене уçаççĕ, çынсен пурнăç культурине ÿстерме тÿпе хываççĕ, хăйсен пĕлĕвĕсемпе опытне ыттисене параççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне пирĕн районти кооператорсем ăнăçлă кĕтсе илеççĕ, системăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисемпе те туслă çыхăну тытаççĕ, ырлăх-сывлăх, телей, çитĕнÿсем сунатпăр пурне те, профессиллĕ уявпа саламлатпăр.
В.ФЕДОРОВ, “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи.
Шупашкарти “АККОНД” общество тĕрлĕ районсенче хăйĕн “Пылак планета” ятлă фирма уйрăмĕсене уçнă. Тăвай енри район центрĕнчи автовокзал çывăхĕнчи кооператорсен магазинĕнче те çÿлерех асăннă коллективăн ассортименчĕ пуян. Хамăр ентеш, фабрикăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов Енĕш Нăрваш ялĕнчисене те çавнашкал парнепе савăнтарнă. Нумаях пулмасть Валерий Николаевича “ЧР хисеплĕ гражданинĕ” хисеплĕ ят панине “Ял ĕçченĕ” хаçатра вуласа пĕлчĕç пулĕ-ха тăвайсем.
Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ магазинра ĕçлеме çамрăк сутуçăсене шанса панă. “Пуласлăх, коллектив çамрăклансах пытăр тесе тимлемелле пирĕн”, - тет В.Федоров.
Суту-илÿ ĕçĕпе тинтерех паллашнă Анастасия Федорова заведующипе Наталья Сергеевапа Кристина Яковлева чупкаласа кăна çÿ-реççĕ, фирма уйрăмĕн пылак çимĕçĕсене тăтăшах сĕнеççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ магазинăн çамрăк сутуçисем ĕçре.