30 июня 2017 г.

“Çĕнĕлĕх” ят панă ăна, “Тăвайри кооператив” потребобщество склачĕсен территорине кĕнĕ çĕрте вырнаçнă магазина. Илемлĕ те пĕчĕкскер, сентрисем тĕрлĕ таварпа куçа илĕртеççĕ.
Эсир ĕçлекен суту-илÿ çурчĕн ячĕ кăмăла кайрĕ. Мĕнле çĕнĕлĕх пур кунта сирĕн; - ыйту патăм электронлă виçе умĕнчи хура çÿçлĕ, илĕртÿллĕ сăн-питлĕ, вăтам пÿ-ллĕ сутуçă умне çывхарнă май.
Тÿрех çакнашкал пĕлтерĕ-шлĕ ыйту парсан, тепри çухалса кайнипе хурав параймĕ.
Хăйне тĕрлĕ тавар сутма шанса панă Алина Гавриловна Тимофеева аптăраса тăмарĕ. “Пур, еплерех çĕнĕ вăл тата, ăшă, тутлă, техĕмлĕ, кăмакаран тин пиçсе тухнă çăкăрпа булка изделийĕсем. Çемçе çăкăр юратакансем пурте пирĕн магазина çÿреççĕ”, - терĕ хĕрарăм тин кĕнĕ çынна хĕрлĕ помидор виçсе парса. “Тăвайри кооператив” потребобществăра 1990 çултанпа вăй хурать вăл. “Çĕнĕлĕхре” ĕçлеме вара хастар хĕрарăма виçĕ ытла çул каялла сĕннĕ. Унтанпа А.Тимофеева сутуçă хăй умне лартнă тĕллеве уйăхсерен пурнăçлама тăрăшать.