АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутлă блюдăсемпе хăналаççĕ

30 июня 2017 г.

Тутлă блюдăсемпе хăналаççĕ

“Пельменная” закусочнăйĕ-нче юсав тунăранпа темиçе çул та иртнĕ пулин те, илемĕ-пе тасалăхне çухатман-ха вăл. Ăна уçнă чухне çак йĕркесен авторĕ те пулнăччĕ. Апатланма кăмăл тăвакансем нумайăнччĕ закусочнăйăн çав тапхăрта.
Халĕ çÿреççĕ-ши унта çынсем; Çак ыйтун хуравне тупас тесе иртнĕ кунсенче асăннă коллектив ĕçĕпе çывăхрах паллашма тĕллев тытрăм. Пысăк залне кĕрсенех сĕтелсем хушшинче çынсем, улттăн-çиччĕн те пуль, апатланни куç тĕлне пулчĕ. Менюпа паллашакансем тăваттăнччĕ. Кăнтăрлахи апат çитеймен пулин те, поварсен тутлă блюдисене астивес шухăшпа килекенсем тупăннă та иккен.
-”Тăвайри кооператив” ертÿçи Вячеслав Николаевич Федоров, “Тăвайри общепит” тулли мар яваплăхлă общество директорĕ Вера Анатольевна Александрова, Ольга Ивановна Автина технолог пирĕн ĕçпе интересленсех тăраççĕ, кирлĕ пулсан пулăшаççĕ. Уйăхри плана тăтăшах тултарма тăрăшатпăр, кунне пĕчĕкех мар суммăллăх апат-çимĕç, ытти тавар сĕнетпĕр çынсене. Тав туса тухса каяççĕ те, питĕ чун савăнать вара. Районта пурăнакасене çуралнă кунĕсене ытти уявĕсене паллă тума та пулăшатпăр тепĕр чухне, _ хăйсен ĕçĕпе кăмăллăн паллаштарчĕ Альбина Петровна Николаева заведующи. Хамăн аташăма (пĕр ятлă çын) çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунма манмарăм. Вунă çул ытла тăрăшать вăл кооператорсен системинче.
Çынсене тивĕçтернĕ çĕрте ăна Олеся Семеновапа Раиса Николаева поварсем пулăшаççĕ. Анна Васильева буфетчица закусочнăйне кĕнисене тĕрлĕ тавар сĕнет. Валентина Редькова кунти тасалăха куçран вĕçертмест, чашăк-тирĕ-ке те самантрах çуса тирпейлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика