АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтав сана, Чăваш Енĕм, манăн килĕм!

27 июня 2017 г.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен хăйĕн тĕп наци праçникне - Республика кунне уявларĕ. Асăннă праçнике 1995 çулта Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ май туса хунă. 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче çĕртме уйăхĕн 24-мĕшне законпах патшалăх праçникĕ тесе çирĕплетнĕ. Республикăра çак кун канмалли шутланать. Республика кунĕ тĕрлĕ пултарулăхпа палăрса тăнă. Ăна илем кÿрекен самантсенчен пĕри - “Раççей çăлкуçĕсем” фестиваль. Халăх юратăвне çĕнсе илнĕскере Шупашкар çыннисем, хăнисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçалхипе 25-мĕш хут иртнĕ фестивале Раççейĕн 26 регионĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Чăваш Ене Китайран та сумлă хăнасем çитнĕ. Фестиваль çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Çĕртмен 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре “Раççей çăлкуçĕсен” гала-концерчĕ иртнĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, фестивале хутшăнакансем Шупашкар урамĕсем тăрăх утса хăйсен наци тумĕн илемĕ-пе, юрри-ташшипе халăха тĕлĕнтернĕ. Тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсем тĕп хулари Наци библиотекин скверĕнчен Хĕрлĕ тÿреме çитнĕ. Унсăр пуçне республика хăнисем тĕп хулари “Лакрей вăрманĕнче”, “Шупашкар: 500 çул” культурăпа кану паркĕнче, “Шупашкар” суту-илÿ çурчĕ, “Салют” культура керменĕ, Шупашкарти ÿнер училищи умĕнчи лапамсенче халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Пĕтĕм Раççейри “Руç ăстисен” конкурсне хутшăннисем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Çĕршыври 32 регионтан килнĕ çамрăксен ача-пăча хорĕ Республика кунĕнче чи яр-уçă та илемлĕ событисенчен пĕри пулса тăнă.
Пирĕн ентеш, Чăваш патшалăх академи симфонийĕн капеллин дирижерĕ-хормейстерĕ Морис Яклашкин ертсе пынипе пине яхăн ачан пĕрлехи хорĕ савăнтарнă. Çамрăк юрăçсем хушшинче - Раççейри Ача Хорĕн 365 участникĕ тата Чăваш Енĕн пултаруллă, талантлă 600 ытла ачи. Вĕсем Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕ-сене, пурте юратакан ытти юрăсене шăрантарнă.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче 19 сехетре Шупашкарти Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче Республика кунне халалланă “Мухтав сана, Чăваш Енĕм, манăн килĕм!” театрализациленĕ представленийĕ иртнĕ.
Унтан сцена çине хăнасем хăпарнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко, “Ĕçлĕ Раççей” общество организацийĕн президенчĕ Алексей Репик, “Технониколь” корпораци президенчĕ Сергей Колесников, Пĕтĕм Раççейри хор обществин ĕç тăвакан директорĕ Павел Пожигайло тата ыттисем те. Хăнасем Чăваш Ен тараватлăхне, инвестици илĕртÿлĕхĕ енĕпе Раççейре виççĕмĕш вырăн, йышăннине палăртнă.
Михаил Игнатьев ачасемпе çамрăксене аслă ăрăва хисеплеме, ашшĕ-амăшне юратма, чăн-чăн патриот пулса ÿсме чĕнсе каланă. “Пирĕн çĕрсем айĕнче хаклă йышши чулсем, нефть çук. Пĕтĕм пуянлăх - çынсем”, - тенĕ. ЧР хисеплĕ гражданинĕ ята “Акконд” фабрика ертÿçи Валерий Иванов тивĕçнĕ. Михаил Васильевич Павел Пожигайлона шупăр тăхăнтарнă.
Пăрачкав районĕнче те иртнĕ Республика кунне халалланă пысăк та тĕрлĕ енлĕ, савăк мероприятисем. Республика кунне уяв фейерверкĕ илемлетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика