АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайри музейре пулчĕç

27 июня 2017 г.

Тăвайри музейре пулчĕç

Пирĕн республикăра пурăнма аван. Хуласемпе ялсем çĕнелсе улшăнаççĕ, социаллă пурнăç инфратытăмĕ лайăх аталанать. Çынсем тăван çĕре чунтан юратаççĕ, вĕсем телейлĕ пулма тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма ăнтăлаççĕ. Чăваш Ен малалла йĕркеллĕ аталанса пырать. Çулленех çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта пĕрле пухăнса савăнаççĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсем.
Май тупса республикăн тĕрлĕ районĕсене çитсе кураççĕ уява килнисем.
Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск районĕнчи “Хĕлхем” чăваш халăх коллективĕ Тăвай ене çитме кăмăл тунă хулара Республика кунне паллă тунă тапхăрта. Аякри тăванăмăрсене Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Сормов, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ-сем _ В.Александровапа Г.Масленников тата районти почта çыхăнăвĕн ĕçĕсене чылай çул йĕркелесе пынă А.Михайлов тата ыттисем кĕтсе илнĕ. Пурĕ 18 çын килнĕ Кемĕр облаçĕнчен.
Вĕсем Тăвайри краеведени халăх музейĕнче пулнă. Район тата Тăвай ялĕн историйĕ çинчен тимлĕ итленĕ хăнасем. Улянкă, Çĕнĕ Ишпуç ялĕ çывăхĕнче тупнă, халĕ музейри палеонтологи музейĕнче упранакан авалхи чĕрчунсен шăммисем те питĕ интереслентернĕ. Стендсем çинчи сăн ÿкерчĕксене те кăсăкланса сăнанă хăнасем, хăйсен тăванĕ-сене шыранă, ахăртнех, вĕсем хушшинче. Çар Мухтавĕн залĕ- нче чылайччен тытăнса тăнă вĕсем, ентешсен тылри тата вăрçăри паттăрлăхĕсем çинчен итленĕ аякран килнисем, нумай ыйту панă.
Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ П.М.Меркурьев художник ÿкернĕ вăрçă вăхăтĕнче тунă хÿтĕлев сооруженийĕсен диорами умĕнче те чылайччен тăнă уява килнисем.
Лачкассинчи Алексей Семенович Семенов макечĕсем умĕнче хăнасем сăн ÿкерттернĕ. Тăвайри краеведени музейĕнче хăйсене питĕ интереслĕ пулни пирки Тĕп кĕнеке çине ăшă сăмахсем çырса хăварнă Кемĕр облаçĕнче пурăнакан чăвашсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика