27 июня 2017 г.

Пирĕн районти тавралăх тасалăхĕшĕн те хăш-пĕр ялсенче пурăнакансем, ĕç коллективĕсемпе организацисем тимлеме пуçларĕç. “Кăçал Тăвайри тĕп урамсем чылай тасарах, çул хĕррисенчи çум курăксене çулса тасатаççĕ. Контейнерсем çывăхĕнче те йĕрке туни сисĕнет”, - хăйсен савăнăçне пытармаççĕ çынсем.
Район центрĕнчи вăтам шкул, газ участокĕ, больница, “Чăвашэнергосеть” обществăсен картишĕсенчен тухас килмест. Чечексен клумбисем çумкурăксăр вĕсенче. Газ участокĕнче вара ĕçлекенсем ятарласа ларса канмалли будка лайăх туса лартнă. Автомашинăсем те пĕр ретре, кашнин хăйĕн вырăнĕ пур.
Тăвай ялĕнчи чылай çемье харпăр хăй вăйĕпе уйрăм хуçалăх йĕркелеме пуçларĕ, çурчĕсемпе ытти хурлтисене пĕринчен тепри чаплăрах тăваççĕ. Вĕсен урамĕ-сенче контейнерсем çук пулин те, çÿп-çап куç тĕлне пулмасть. “Ăçта чикетĕр эсир килти ăпăр-тапăра;” - интереслентĕм Мир урамри пĕр кил хуçалăх арçыннинчен. “Майне пĕлетпĕр, тасалăх пурăнас çулсене вăрăмлатать, çавăнпа тăрăшатпăр”, - пулчĕ хурав. Чăнах çапла ĕнтĕ. Таса çĕрте кăмăл-туйăм çĕкленет, сисмесĕрех пĕр çавра юрă ĕнерлесе илĕн. Ара, çав ĕçчен алăсем тăрăшнипе-çке тавралăх илемленсе пырать. Епле хĕпĕртемĕн. Чаплă çуртсенче пурăнакансенчен ырă тĕслĕх илмеллех пирĕн. Строительство материалĕсем те хапхисем çывăхĕнче чылайăшĕн, урам варринче сапаланса выртмаççĕ. Нумаях пулмасть пĕр çемье хуралтăсем тунă чухнех килсе тăкнă хăйăра, хапхи çумнерех тăкса, çиелтен витсех хунă. “Çапла хăйăр çын куçĕ тĕлне пулмасть, уншăн вăрçăнмалли сăлтав та çук. Кÿршĕсемпе туслă пурăнмалла”, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Тăвайри Ленин проспектĕнче те чылай вырăнта тасалăхпа тирпейлĕх тыткăнлать.
Асфальтлă çулсем хĕррипе хăй вăхăтĕнче хурăнсем лартасси йăлараччĕ. Нумай çул иртрĕ унтанпа. Хурăн ытти йывăç речĕсем çула хĕлле юр хĕвсе каясран упраççĕ, уй-хирте юр тытса юлма пулăшаççĕ. Çынран чылаях çÿ-ллĕ хăпарнă халь хурăнсем. Çавна пула мунчара милĕ-кпе çапăнма юратакансем “тапăнаççĕ” вĕсене çулла çулçисем пулса çитсен. Тăвай-Вăрманхĕрри маршрут çывăхĕнчи йывăçсене пăчкăпа касса антараççĕ те, милĕ-ке юрăхлă турачĕсене килелле сĕтĕреççĕ. Çапла пĕр начар чунлă çыншăн темиçе çул тавралăха илем кÿнĕ хурăн хăрать. Ытлашши турачĕ- сене кăна хуçса тăвасчĕ хăть милĕкĕсене. Темиçе çул каялла пĕр енчи йывăçсен тăрăхне вут-çулăм та шар кăтартнăччĕ. Çут çанталăкпа киленсе шашлăк пĕçерме тухнисем тимлĕ пулайман, ахăртнех, е пирус туртакан тимсĕр пулнă. Пĕрисем лартаççĕ йывăçсем, теприсем вара хăйсен хуçалăхĕнче усă курассишĕн пĕр хĕрхенмесĕр касаççĕ çулçăллă чиперккесене. Хамăрах чарăнмасан ку енĕпе, çут çанталăкшăн тăрăшакансем сыхласа пĕтереймĕç. Экологи çулталăкĕнче те пулин йывăçсене, кăпшанкăсем пек тапăнса, пĕтерес марччĕ пирĕн. Йывăçсем эпир сывлакан сывлăша кислородпа тивĕçтерессишĕн çĕрле те, кăнтăрла та “ĕçлеççĕ-çке”, канма та пĕлмеççĕ.
Авариллĕ çуртсенчен чылай çемьене çĕнĕ çĕре куçарчĕç çак çулсенче. Хăш-пĕр çĕрте киввисене пăсса, тасатса çĕнĕ çуртсем туса лартрĕç-ха. Ленин урамĕнчи автобус чарăнакан çĕрти будка хыçĕ-нче вара çуртне пăсни виçĕ-тăватă çул та çитрĕ пулĕ, анчах вырăнне тасатасси пирки маннă кивĕ строительство материалне илсе каякансем. Пысăк çÿп-çап куписем çывăхри асфальтлă çула илемсĕрлетеççĕ.
Тăксан-тăксан, Мускав çывăхĕнчи “Кучино” полигонпа та танлашĕ вăл çул хыççăн çул иртнĕ май. Халăх фрончĕн представителĕ-сем пĕлтернĕ тăрăх çынсем çÿлерех асăннă полигон пирки ытларах тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтаççĕ. Раççей Президенчĕ, халăх фрончĕн лидерĕ Владимир Путин Балашихăри “Кучино” çÿп-çап полигонĕн экспертизин докуменчĕсене кĕске тапхăрта хатĕрлеме ыйтнă, Мускав облаçĕн пуçлăхне Андрей Воробьева пысăк купана пĕр уйăх хушшинче хупма хушнă, губернатор вара çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен унта çÿп-çап тăкассине чарма йышăну тунă.
1964 çултанпа ĕçлекен свалка хулари çынсем пурăнакан çуртсен çывăхнех çитнĕ. Сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать вăл. Çĕршыв Президенчĕпе “Тÿрĕ лини” ирттернĕ чухне хускатнă ку ыйтăва.
Пирĕн те, районта пурăнакансен çÿп-çап куписем çуртсене те хупласа хума пултарни пирки шута илесчĕ, тирпейлĕ пурăнасчĕ.
Тасалăхпа тирпейлĕ-хе, йĕркелĕхпе хăтлăха йĕркелессишĕн хваттерсенче пурăнакансем пушă вăхăтра тăрăшаççĕ-ха. Кивĕ сĕтел-пукан, диван-краватьрен пуçласа апат-çимĕç юлашкипе, йăрансем çинчи çумкурăкпа шăтса кайнă çĕр улми таранах тухса выртаççĕ контейнерсен çывăхне. Апла туса хваттерĕсене, путвалĕсене тасатаççĕ-ха хăшĕсем. Урам вара çакнашкал ĕçченлĕхе-тăрăшулăха хапăлласах йышăнмасть-çке ĕнтĕ. Çакна та асăрхама пулать. Уйрăм магазинсенче ĕçлекенсем те тасалăхшăн çапла ăшталанаççĕ. Çÿп-çапа, пушă кĕленчесене михĕсем çине тултараççĕ те, çывăхри çырмасемпе çул хĕррисем, контейнерсем патне çитсен ывăтса хăвараççĕ. Хăйсем ĕçлекен вырăна тасатаççĕ-ха вĕсем çапла, тепĕр çĕрте вараласа хăвараççĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче хăш-пĕр пурăнакансем, çывăхра йăрансем чавса, пахчасем йĕркелеççĕ. Тепĕр çуртсем патĕнче вара пахчасем çуккипе вĕлтрен-мăян “туй” тăвать. Коммунальнăйĕнчен килсе çулса-тасатса параççĕ-ха, тесе кĕтмелле мар халь. Хамăрăн тăрăшмалла ку енĕпе те.
Кашни çыннăнах тасалăх, йĕркелĕх, туслăх культури пулмалла. Çапла пире пурăнма çăмăлтарах пулĕ. Айтăр-ха çут çанталăк илемĕшĕн тата ытларах тăрăшар, ялсенчи тирпейлĕхе упрар.