АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче сĕт цехĕ уçăлнă

23 июня 2017 г.

Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче сĕт цехĕ уçăлнă

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Сергей Разинович Илларионовăн хресчен фермер хуçалăхĕнче сĕте ĕçлесе хатĕрлемелли цех уçнă çĕре хутшăннă. Унпа пĕрле савăнăçлă пулăмра район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, район пуçлăхĕ Александр Шакин, Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Захаров, районти предприятисемпе хресчен фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем пулнă. Çемьен выльăх-чĕ- рлĕх фермин паллă кунне çемье пуçлăхĕ Разин Илларионовпа пĕрле Илларионовсен пĕтĕм йышлă çемйи хутшăннă. Цеха уçнă ятпа хăйăва Сергей Артамоновпа пĕрле Разин Илларионов мăнукĕ-сем те каснă.
Цеха уçнă хыççăн хуçалăхри Олеся Кузьмина технолог сĕте ĕçлесе хатĕрлемелли производство процесĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Паянхи куна цех кунти хресчен фермер хуçалăхĕнче туса хатĕрлекен пластик савăтсемпе 4 тĕрлĕ продукци кăларать. Çак тĕллевпе вырăнти пысăк пахалăхлă сĕтпе усă кураççĕ. Вăл лабораторири çирĕп тĕрĕслев витĕр тухать. Пĕтĕм продукцие сертификациленĕ тата ăна Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене вырнаçтарнă молокоматсем урлă сутаççĕ. Хуласенче пурăнакансем тин сунă сĕтпе те, халĕ хуçалăх цехĕнче кăларакан продукципе те кăмăллă.
“Сутакан сĕт калăпăшĕ тата ĕçлесе хатĕрлекен сĕт продукцийĕн ассортименчĕ халăх ыйтнипе туяннине кура пулса пырать. Çемьен выльăх-чĕрлĕх фермин членĕсем, фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем фермăри сăвакан 350 ĕнерен паха продукци туса илме пĕтĕм вăйне хураççĕ. Выльăхсене хамăр туса илнĕ пахалăхлă апатпа тăрантараççĕ”, - каласа парать Сергей Илларионов.
Сергей Артамонов çемьен ферма ертÿçисене тата коллектива хăйсен сĕт ĕçлесе хатĕрлекен цехне хута янă ятпа саламланă, ăнăçлă ĕçлесе пыма ырă суннă. “С.Р.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ, районти “Акконд-агро фирма” АО пекех, продукцие ĕçлесе хатĕрлесе тата ăна молокоматсемпе сутса сĕт рынокĕнчи конкурентлăха ÿстерет. Продукци тутăлăхĕ, лайăх пахалăхĕ, çынсем туянни хуçалăхшăн та, потребительсемшĕн те чи юрăхлă хак тума май парать”, - палăртнă Сергей Геннадьевич.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке С.Р.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ районта выльăх-чĕрлĕхе аталантарас тата хушма ĕç вырăнĕсем туса хурас ĕçе тÿпе хывнине пысăка хурса хакланă.
Юлашкинчен пурте цехра ĕçлесе хатĕрлекен продукци пахалăхĕпе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика