АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енпе Китай çыхăнăва çирĕплетеççĕ

23 июня 2017 г.

Чăваш Республикине чи шанчăклă партнер пек пĕлеççĕ. Регионăн суту-илÿ партнерĕсен йышĕнче 92 çĕршыв, çак шутра - Китай, Беларуç, Казахстан, Германи, Итали, Швейцари, АПШ, Франци, Азербайджан, Инди, Польша, Бельги... Чăваш Ен Китайпа çыхăнăва çуллен вăйлатса пырать, пĕлтĕр вĕсен тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ 2015 çулхинчен 24,4 процент ÿснĕ, АПШн 92,3 млн. долларĕпе танлашнă. Импорт та, экспорт та вăй илсе пырать. Çакăн пирки Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчи канашлура пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ иртнĕ эрнере федерацин Атăлçи округĕн делегацийĕпе пĕрле Китай Халăх Республикинче пулнă. Регионсем Янцзы тăрăхĕпе суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата гуманитари енĕпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. 2013 çултанпа, “Атăл-Янцзы” формат ĕçлеме пуçланăранпа 27 килĕшÿ тунă. Иртнĕ эрнере çакнашкал тепĕр 11 документа алă пуснă. Вĕсене тĕпе хурса 68 инвестици проектне пурнăçа кĕртмелле, çав шутран 23-шĕ хатĕрпе пĕрех.
Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хэфэй хулинче ?Аньхой провинцийĕ/ “Атăл-Янцзы” форматпа килĕштерсе ĕçлекен канашăн иккĕмĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта Михаил Игнатьев Чăваш Ен вăй-хăвачĕн презентацийĕпе паллаштарнă. ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Хубэй провинци правительстви пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме калаçса татăлнă. Маларах Чăваш Ен Чунцин хулипе, Сычуань тата Аньхой провинцисемпе ĕçленĕ. “Эпир хамăрăн халăхсене çывăхлатмашкăн тата икĕ еншĕн те усăллă экономика, культура çыхăнăвĕсене çирĕплетмешкĕн кирлĕ условисем йĕркелетпĕр”, - тенĕ Михаил Васильевич.
Вăл Хэфэйпа Шупашкар хулисем çыхăну тытсан аван пулмаллине те палăртнă. Хэфэй - инновациллĕ тата индустри хули.
Китая кайнă делегацире ЧР вице-премьерĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин та пулнă. “Пирĕн тĕллев малтанхиех - агропарк проектне пĕрле пурнăçа кĕртесси”, - тенĕ вице-премьер.
Çĕртме уйăхĕн 6-17-мĕшĕ-сенче Аньхой провинцийĕ-нче Раççей - Китай çамрăкĕ-сен “Атăл тата Янцзы” 4-мĕш форумĕ иртнĕ. Унта пирĕн Чăваш Енрен те 10 студент хутшăннă. Форумăн тĕллевĕ Раççейпе Китайăн икĕ енлĕ хутшăнăвĕсене вăйлатасси, çамрăксене опыт пухма, ку чухнехи пысăк та усăллă ăсталăх майĕсене вĕренме условисем туса парасси пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика