АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Начар тĕслĕх ан кăтартăр

23 июня 2017 г.

Пурнăçра начар тĕслĕхсем тăвакансемпе районта тăтăшах тĕрлĕ калаçусем йĕркелетпĕр эпир, акцисем ирттеретпĕр. Наркотикла япаласемпе усă курас, эрех ĕçес, пирус туртас тĕслĕ-хсем пĕрех чакасшăнах мар.
Тĕл пулусенче çынсене тимлĕ итлетпĕр. Вĕсем япăх лару-тăрăва епле майпа кĕрсе ÿкнине ăнланма тăрăшатпăр та шуçлак çулпа утакансене тÿрĕ çÿреме хăнăхтарассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр.
Малтан наркомани чирĕ пирки сăмах пуçарас килет. Кăçал Чăваш Енре çулталăк пуçламăшĕнче “наркомани” диагноз лартнисен йышĕ 956 çынна çитнĕ. Сăнаса тăракан пациентсен хисепĕ вара икĕ пинрен иртнĕ.
Наркотиклă, психотроплă япаласене район территорине кĕртессине хирĕç кĕрешес ĕçсене пурнăçлассипе чылай тăрăшатпăр. Автотранспорт водителĕсене те наркотикпа усă курнине тĕрĕслеççĕ. Контрактпа çар ретне тăма, çар енĕпе аслă пĕлÿ илме хатĕрленекенсен те çак тĕрĕслев витĕр тухмалла. Вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕн министерствисем çул çитменнисемпе тест ирттернĕ, хăрушлăх ушкăнне лекме пултаракан ачасем пурри палăрман.
Çак начар пулăмпа кĕрешессине пирĕн çĕршывра 20 çул каялла йĕркеленĕ.
Статистика кăтартăвĕ тăрăх Раççейре çĕршывра хĕрĕхе яхăн миллион çын пирус туртать. Вĕсен йышĕ пысăкланать кашни çул.
Пирус тĕтĕмĕ-сĕрĕмĕпе тулнă пÿлĕме кĕрсе ларса пăхăр-ха. Хăвăра епле туятăр; Япăх, паллах. Пирус организмри юн çаврăнăшĕ çине япăх витĕм кÿрет, çав шутра пуç мимине те. Туртаканăн ĕçлеслĕхĕ, шухăшласлăхĕ чакса пырать. Пируса урампа сĕрĕмлесе пырса аслисем пĕрре çамрăксене начар тĕслĕх кăтартаççĕ, тепре ÿпкисемпе ытти органĕсене сиенлеççĕ.
Пурнăçри ирсĕр йăла-йĕркесенчен виççĕмĕш пулăмĕ вара _ куллен эрех-сăра ĕçни.
Тăвайри ача-пăча паркĕ çумĕпе иртсе çÿрекенсем асăрханă пулĕ. Çурталла кĕрекен çулăн сылтăм енчи пайĕнче ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле тĕрлĕ чуччусемпе, тăвайккипе ярăнаççĕ, хăйăр купи çинче выляса савăнаççĕ.
Сулахай енчи пайра, вара ахăртнех Зоя Космодемьянская комсомолка паттăрлăхне тĕслĕхе хывса ÿснĕ арçынсем вырнаçаççĕ хĕр скульптурин çывăхĕнчи саксем çине. Вĕсем кăнтăрла та, каçхине те пĕр вăйă иртен-çÿрен куриччен выляççĕ, эрех-сăра ĕçеççĕ. Кайран пĕрисем картаран тытса, аран-аран утса тухаççĕ, теприсем çавăнтах выртса çывăраççĕ. Ача-пăча паркне эрех-сăра ĕçес тĕллевпе пыракансем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллах. Вĕсем çитĕнекен ăрăва начар тĕслĕх кăтартаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика