АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникул кунĕсем инкексĕр иртчĕр

20 июня 2017 г.

Çулла - çамрăк ăрушăн чи савăк, кĕтнĕ вăхăт. Каçчен, килти ĕç туса, сĕтел хушшинче лармалла мар. Ирхине, ыйхă татса, шкула васкамастăн. Пушă вăхăт нумайланать ачасен. Çавăнпа кашни куна усăллă ирттерме тăрăшмалла вĕсен. Çул çитменнисен ?18 çул тултарманнисен/ çуллахи каникулта, уйрăмах хĕвеллĕ шăрăх кунсенче, урамра выляса савăнас килет. Ытларахăшĕ юхан шыв хĕррине вĕçтерет, хăвăрт хывăнса çыран хĕрринчен е çÿ- ллĕ вырăнтан шыва сиксе инкеке лекме пултарать. Шыв çаврăнса тăракан çĕрте те вĕсем хăрушлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Ÿт-тир тарланă пулсан, тÿрех шыва ан кĕрĕр, малтан çыран хĕрринче йĕпетсе илĕр хăвăра шывпа. Инкек ан пултăр тесен, шывра ишсе киленме хăйсем тĕллĕн кăна каймалла мар ачасен. Ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕсене асăрхасах тăмалла. Çамрăксен шывра чухне пĕр-пĕрне путармалла выляма юрамасть. Каникулта тĕрлĕ инкексем ан пулччăр тесен, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен пĕве, юханшыв хĕррисене куçран вĕçертмелле мар, тăтăшрах тĕрĕслев ирттермелле çамрăксем пĕве çывăхĕнче хăйсене мĕнле тыткаланине. Хăйсене йĕркесĕр тытакансемпе вара витĕмлĕ калаçусем йĕркелемелле.
Тăвай ялĕнче те нумай хутлă çуртсем пур. Хăш-пĕр çемьесенче пĕчĕк пепкисене вăхăтлăха хваттерсенче хăварса пахчана тухаççĕ те, килĕнче ачисем пуррине самантлăха манса каяççĕ кÿршĕре пурăнакан тантăшне тĕл пулсан, калаçма тытăнаççĕ. Пĕчĕк-скерсене вара çакă кăна кирлĕ. “Юрамасть!” - текен амăшĕ çуккине асăрхасан, ача хăй халиччен туман ĕçсене пурнăçлама тытăнать. Чÿречерен уçă сывлăш кĕнине тахçанах ăсне хывнă-ха вăл, анчах аслисем кансĕрленĕ ăна унта улăхса пăхма. Халь вара шăпах “пĕлменнине пĕлес” вăхăт, никам та çук. Чÿрече çывăхне пукан лартать те ача, унта улăхса тăма та май тупать, кантăк сакки çине ларса тăмалла та тулалла пăхмалла халь. Вăй çитерет çавна тума, уçă чÿречерен тухса ÿкет вара. Шăна кĕресрен хупăрланă ÿпре сеткисем те чăтаймаççĕ ача йывăрăшне. Ку - пĕрре. Тепĕр инкекĕ те хăрушăраххи пулма пултарать. Амăшĕ пек, шăрпăк чĕртсе, газ плити çинче апат пĕçерме тытăнать ача. Унăн пăркăчне пăрса хума мехел çитернĕ-ха пĕчĕк ĕçчен. Ак, шăрпăксен курупки те - çывăхра ларакан сĕтел çинче. Пĕр пĕрчине кăларса, ашшĕ курупкана сĕрнĕ пек туса пăхать. Ăçта-ши, çав вăхăтра мĕншĕн кĕмест-ши вăхăтлăха тухнă амăшĕ; Сĕрсен-сĕрсен, чĕрĕлет те шăрпăк пĕрчи, газпа тулнă пÿлĕмре хаплатнă сасă илтĕнет те, йĕри-таврара çулăм алхасма пуçлать. Ача айккинелле ывăтăнса кайса аманать е вилет. Çавăнпа килте ачапа ларатăр пулсан, çывăракан ывăл-хĕрĕре те хăй тĕллĕн ан хăварăр. Вĕсем эсир тухса кайсанах хăйсен ăсĕнчи шухăшсене тума пуçлаççĕ.
Калăпăр, амăшĕ ăна кашни кун темĕ- нле шурă е хĕрлĕ тĕслĕ “тÿмесем” ĕçтерет. Мĕншĕн пĕрре кăна парать ăна асли; Ав, эмелсем пуххипех выртаççĕ сĕтел çывăхĕнче. Вĕсене кăларать те ача, пĕрин хыççăн теприне çăварне хыпать. Амăшĕ асăрхасан вăрçать-ха ăна, анчах кая юлнă. Эмел дози питĕ пысăк пулнипе пĕчĕк çын пурнăçĕ хăрушлăха кĕрсе ÿкме пултарать. Сывлăх хуралçисем çăлса хăварсан кăна ĕнтĕ çакăн хыççăн ачана. Çавăн пекех йĕкесене, хачăсене, çĕçĕсене, кофта çыхмалли вăрăм йĕпсене, каларăмăр ĕнтĕ, шăрпăксен курупкисене, ывăл-хĕрĕр алли çитекен е ăçта хунине курнă вырăнах ан хурăр.
Ашшĕ-амăшĕ енчен контроль çуккине туякан вăтам çулсенчи ачасем, йĕркене пăсса преступлени çулĕ çине тăраççĕ.
Кăçал пилĕк уйăх хушшинче пирĕн районта çул çитменнисем 3 хутчен ?2016 çулта 2 хут/ преступлени тунă, вĕсенчен пĕрне ушкăнпа йĕркеленĕ. Виçĕ тĕслĕхĕнче те çын пурлăхне вăрланă, çул çитмен виçĕ ача хутшăннă вĕсене, иккĕшĕ вара полици уйрăмĕ-нче учетра тăраççĕ.
Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче учетра тăракан арçын ача кÿршĕ ялти пĕр çурта, укçа вăрлас тесе, çăрине уçса кĕнĕ, 20000 тенкĕ хĕстерсе тухнă. Темиçе кун иртсен çак çамрăках хăйсен ялĕнчи ватă хĕрарăм çуртне кĕрсе, 2000 тенкĕ укçа ыйтмасăр илнĕ, кĕскенрех каласан, вăрланă. Çак преступленисене тунăшăн ачана 2 çул та ултă уйăх тÿрленме условно вăхăт панă.
Çуллахи каникулта арçын ачасемпе хĕрачасене хăш-пĕр ашшĕпе амăшĕ çирĕп контроллеме пăрахаççĕ. Çавăнпа пулаççĕ çавнашкал преступленисем. Вĕреннĕ чухне учительсем начар ĕçсем тума юраманни пирки лайăх ăнлантараççĕ-ха. Ачасен çывăх çыннисем вара хăйсен ывăл-хĕрĕсем йĕркене пăхăнса ÿсчĕр тесе тăрăшмаççĕ, ку енĕпе çирĕпрех воспитани памалли çине алă сулаççĕ. Ачасем тилхепе пушанма пуçланине хăвăрт туяççĕ, ашшĕ-амăшне итлеми пулаççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ çапла.
Çуллахи вăхăтра ачасен 23 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен обществăлла вырăнта ?урамра, клубра/ пĕччен, ашшĕ-амăшĕсĕр пулма юрамасть. Енчен те вĕсене 23 сехет хыççăн полици сотрудникĕсем тĕл пулаççĕ пулсан, çамрăка полици уйрăмне илсе каяççĕ. Виçĕ сехет хушшинче аслисем ачисене пырса илмесен, Шупашкарти çул çитмен ачасене вăхăтлăха тытмалли центра леçеççĕ. Унтан вара, ашшĕ-амăшĕн хăйсен укçи-тенкине тăкакласа, ывăл-хĕрĕсене кайса илме тивет.
Тепĕр тĕслĕх пирки те асăрхаттарса хăварас килет. Аслисем ачисем умĕнче эрех ĕçсе час-часах начар тĕслĕх кăтартаççĕ. Çамрăксене эрех-сăра ĕçме юраманни пирки лайăх ăнлантармалла вĕсен. Хаяр шĕвекпе минренĕ çул çитмен ачасем çăмăллăнах преступлени çулĕ çине тăма пултараççĕ. Çавăнпа магазинсенче ĕçлекенсен ачасене ?аттепе анне хушнă илме, теççĕ пулсан та/ эрех-сăра таврашĕ сутма юрамасть. Енчен те çак закона пăссан, сутуçăн пысăк штраф тÿлеме тивет. Аслисен, эрех-сăрапа иртĕхсе, ачасен кăмăлне пăсмалла мар.
Паянхи куна Тăвайри полици уйрăмĕн çул çитменнисен инспекцийĕнче 14 ача учетра тăрать. Шкула е ытти вĕренÿ учрежденийĕсене сăлтавсăр пĕлÿ илме кайман çамрăксене те учета илеççĕ. Çавăнпа аслисен ывăл-хĕрĕсем хăйсен тÿрĕ тивĕçĕсене ?вĕреннине/ кашни кун лайăх пурнăçланине те тĕрĕслесе тăмалла, вĕрентекенсемпе тачă çыхăну тытмалла.
Кĕçех шкулсенче ăсату каçĕсем пуçланаççĕ. Савăнăçлă мероприятисенче ачасем эрех ĕçме, çапăçма, усал ĕçсем тума пултараççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕсен, шкулсемпе класс ертÿçисен çак кунсенче тимлĕхе çухатмалла мар.
Çуллахи каникул инкексĕр ирттĕр тесе пурин те тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика