16 июня 2017 г.
“Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Владимир Путин: “Пирĕн политика тĕллевĕ - çынсене упрасси, этем капиталне Раççейĕн тупри вырăнне хурса ÿстерсе пырасси”, - тесе палăртрĕ.
Эпĕ унăн кашни сăмахĕ-пе килĕшетĕп. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне тăтăшах лайăхлатасси Чăваш Республикин Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Эпир “Сывлăх” приоритетлă наци проектне пурнăçланă вăхăтра демографин ырă туртăмĕсене тата та çирĕплетме пултартăмăр. Çураласлăх 2006 çултан пуçласа пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ÿсрĕ, пĕтĕмĕшле вилеслĕх 11,5 процент чакрĕ, пурнăç тăршшĕн кăтартăвĕ вара 4,5 çула çити вăрăмланчĕ.
Паян Чăваш Енре пурăнакан 17355 çын 85-рен иртнĕ. 98 çын хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă.
Юлашки вунă çул хушшинче пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн юрăхлăхне тивĕçтерес ĕçре пысăк улшăну пулса иртрĕ. Енчен те 2006 çулта ăна 1000 ытла пациент, çитменнине ытти регионта кăна илме пултарнă пулсан, 2017 çул тĕлне пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн калăпăшĕ 7 хут ÿснĕ, çулталăкне вара 7000 пациента çитнĕ. Асăннă пулăшу калăпăшĕн 80 процентне хамăр республика территорийĕнче кÿреççĕ. Ку чăннипех пирĕн медицина çĕнтерĕвĕ”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
Медицина ĕçченĕн профессиллĕ уявне пирĕн çĕршывра 1980 çулта, çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тума пуçланă. Çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тăрăшакан сăваплă ĕçре активлăх кăтартакан, хăйсен чунне паракансен праçникĕ вăл.
Тăвай ен çыннисене тĕп больница, пĕтĕмĕшле практикăллă врачăн 6 уйрăмĕ, 17 фельдшерпа акушер пункчĕ тивĕçтерет.
Больницăра 72 койка-вырăн, вĕсенчен 22-шĕ - кăнтăрлахи уйрăмра сиплемелли. Поликлиника пĕр сменăра 200 çынна йышăнать. Пĕтĕмĕшле практикăллă врачăн уйрăмĕсенче - икшер койка-вырăн (пурĕ - 12). Тăвайри пĕтĕмĕшле практикăллă врач пÿлĕмĕ икĕ койка-вырăнпа тивĕçтерет чирлисене.
Районти сывлăх системинче 235 çын тăрăшать, 37 врач (вĕсенчен 31-шĕ больницăра) тата вăтам сыпăклă 117 ĕçчен.
37 врачран тăххăрĕшĕ (24,3 пр.) - аслă категориллĕ, пĕрремĕш - 5 (13,5 пр.), иккĕмĕш категорилли - 4 (10,8 пр.). Коллективра ЧР тава тивĕçлĕ 6 врачĕ, сывлăх сыхлавĕн 3 отличникĕ ĕçлет.
Вăтам сыпăкри 117 работникрен 60-шĕ (51,3 пр.) - аслă, 20-шĕ (17,7 пр.) - пĕрремĕш, тăваттăшĕ (3,4 пр.) иккĕмĕш категорисемпе ĕçлеççĕ. Медсестрасенчен “Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тăваттăн, “Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ” ята пĕр çын илнĕ.
Кăçал пĕрремĕш кварталта 8 врач тата 10 медсестра хăйсен квалификацине ÿстернĕ.
Юн çаврăнăш органĕсемпе чирлесе 9 çын (32,2 пр.) вилнĕ. Иккĕмĕш вырăнта рак чирĕпе аптăранисем - 10 çын (16,95 пр.), виççĕмĕшĕнче вара - сывлав органĕсемпе чирленисем 8 çын (13,56 пр.). Аманса е наркăмăшланса пурнăçран уйрăлнисен йышĕ - 6 çын (10,17 пр). Ватăлса вилнисем - 6 (10,17 пр.). Сифилиспа, туберкулезпа, ракпа учета илнисем кăçал та пур.
Койка-кун планне кăçал 105, 59 процент чухлĕ пурнăçланă. Стационарта виçĕ уйăх хушшинче 401 çын сипленнĕ. 104-шĕ кăнтăрлахи уйрăмра (пурĕ - 505 çын).
Пĕтĕмĕшле практикăллă врачсен уйрăмĕсенче тата килте выртса 101 çын (89Ç12) çын сывалнă.
Поликлиникăри врачсем 31444 çынна йышăннă, çав шутран пĕтĕмĕшле практикăллă врачсен уйрăмĕсенче - 5954 çын. Фельдшерпа акушер пунктне тĕрлĕ ыйтупа 2422 чирлекен пынă.
Хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсен, салтак арăмĕсен сывлăхĕсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
Кăçал 2500 çыннăн диспансеризаци тухмалла. Ку енĕпе хăйсен тĕллевне паянхи куна 1285 çын (51 пр.) пурнăçланă, вĕсенчен 872-шĕ (67 процент) тĕрĕслеве вĕçленĕ.
Пĕрремĕш ушкăна кĕрекен сывлăхлă 211 çын (24,2 пр.) пурăнать Тăвай енре, иккĕмĕш ушкăнрисем вара 62 çын (7,1 процент), сывлăхĕ виççĕмĕш ушкăн шутне кĕрекенни 599 çыннăн (68,7 процент).
Планпа 938 хĕрарăмăн ятарлă тĕрĕслев (маммографи) витĕр тухмалла, вĕсенчен 602-шĕ (64,2 пр.) çак тивĕçе пурнăçлама пултарнă, 12 хĕрарăмăнне чир тупнă.
Флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр çак вăхăт тĕлне 4488 çын (35,3 пр.) тухнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ туберкулезпа чирленине тупса çирĕплетнĕ. Инвалида пуçласа тухасси çав шайрах юлнă.
Федераллă законпа районта 126 çын 1002 рецептпа пурĕ 271101 тенкĕлĕх эмел илнĕ. Рецептăн вăтам хакĕ 270 тенкĕ пулнă. Федераллă бюджетран 4 çынна 14 рецептпа 371527 тенкĕлĕх эмелпе тивĕçтернĕ, рецептăн вăтам хакĕ 26537 тенкĕлĕх пулнă. Регионри бюджетран 675 рецепта тÿлеме 197666 тенкĕ тăкакланă 281 çын валли. Кашни рецепт вăтамран 293 тенкĕпе танлашнă.
Отчетлă тапхăрта 24 лекци вуланă, 2311 калаçу йĕркеленĕ, 5 санбюллетень кăларнă, район хаçатĕнче 13 статья пичетленĕ. Медицина работникĕсем тăтăшах семинар-канашлусем ирттереççĕ.
350000 тенкĕ тăракан стоматологи оборудованийĕпе тÿлевсĕр тивĕçтернĕ больницăна.
Медицина ĕçченĕн кунне врачсемпе медсестрасем кăна мар, çынсене сыватакан, çĕнĕ оборудовани тăвакан инженерсемпе технологсем, химиксем, биологсем, лаборантсем, санитарсем тата ыттисем те уявлаççĕ.
Шурă халатлă медицина ĕçченĕн сăваплă ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ пирĕн район çыннисем, малашлăх тĕллевĕ-сене пурнăçлама ăнăçусем сунаççĕ, хăйсене сывалма пулăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Чăваш хăйне ырă тăвакана яланах асра тытать çав.
Районти сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене, халĕ те асăннă системăра тăрăшса активлăх кăтартакансене профессиллĕ уявпа ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, пурне те çирĕп сывлăх сунатпăр. Нихăçан та ан чирлĕр, пит-куçăрта яланах тÿпери сарă хĕвел пек кулă йăлкăштăр сирĕн.