АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă медсестра

16 июня 2017 г.

Тăвайри тĕп больницăра хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçлакан медсестрасем ытларах вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри - терапи уйрăмĕнчи Полина Ивановна Петрова.
1985 çулта Канаш хулинчи медицина училищинче ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ вăл. “Çынна сиплес тĕллев шкулта вĕреннĕ чухнех пулнă манăн. Диплом илнĕ хыççăн, август уйăхĕнче, хамăр районти больницăрах çын сывлăхне сыхлама пулăшма пуçăнтăм. Унтанпа 32 çул çитет кĕçех, ĕç вырăнне улăштарас шухăш пĕрре те пулман, ĕçленĕ те ĕçленĕ”, - тет Улянкă хĕрĕ.
Тенеялĕнчи Александр Николаевич Петров хурт-хăмăр ăстипе çемье çавăрнă вăл. Мăшăрĕпе икĕ ывăл чун парса çитĕнтернĕ. Вĕсем шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ.
Полина Ивановна килне пулăшу ыйтма пыракансене те ахаль кăларса ямасть, тĕрлĕ сĕнÿсем парать.
Вăтăр ытла çул хушшинче ăшă сăмахсемпе тĕрлĕ Хисеп хучĕсене те тивĕçлĕ пулнă тăрăшуллă медсестра.
А.АЛЕКСАНДРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика