АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилĕк уйăхри кăтартусем

14 июня 2017 г.

Кăçал пилĕк уйăхра Тăвай енре 60 ача (2016 çулта - 56 ача) çутă тĕнчене килнĕ. Тин çуралнисенчен 35-шĕ - арçын ачасем, ыттисем -хĕрачасем. 15 çемьере пĕрремĕш ача , 32-шĕ-нче - иккĕмĕш, 9 çемьере виççĕмĕш ача çуралнă. Виçĕ мăшăр тăватă ачаллă, пĕр кил-йыш пилĕк ачаллă пулнă. Дима тата Ульяна ятсем панă ачасене ытларах. Тăвай ял тăрăхĕ-нче пурăнакан çемьесенче - 20, Йăнтăрчă, Тăрмăш ял тăрăхĕсенче - 9-шар, Элпуçĕнче - 6 ача, Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче - 5, Тушкилте - 4 ача, Енĕш Нăрвашра - 3, Мучар тата Тĕмер ял тăрăхĕсенче икшер пепке кун çути курнă.
Ашшĕ кам пулнине 6 хут кăтартнă (2016 çулта - 5).
Тăхăр çĕнĕ çемье (2016-22 çемье) чăмăртаннă пилĕк уйăхра. Хĕрсем - 18-24 çулсенче качча каяççĕ, каччăсем 25-34 çулсенче ытларах мăшăрланаççĕ. 13 çын пуçласа çемьеленнĕ, тепĕр хут мăшăрланса 3 арçын тата икĕ хĕрарăм телей шыранă. Тăвай, Мучар, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Чутей ял тăрăхĕ-сен территорийĕсенче пирĕн йыша çĕнĕ çемьесем хушăннă.
Отчетлă тапхăрта 102 çын вилнĕ (2016 çулта - 88). Çутă тĕнчепе сывпуллашнисенчен 52-шĕ арçын (64 çул), ыттисем хĕрарăмсем (77 çул). Тăвай, Мучар, Çĕнĕ Пуянкасси, Тăрмăш, Тĕмер, Тушкил, Йăнтăрчă, Енĕш Нăрваш, Элпуç, Чутей ял тăрăхĕсенче çын вилнĕ инкексем пулнă.
Пилĕк уйăхра тăхăр çемье (2016 çулта - 15) арканнă. 27 çул пĕрле пурăннă хыççăн пĕр мăшăр уйрăлнă. Икĕ çул хыççăн пĕр-пĕрин характерĕсене майлаштарайманнипе, ăшă туйăма упрайманнипе ашшĕпе амăшĕ кил-йыша салатнă. Тăвай, Чутей, Мучар, Çĕнĕ Пуянкасси, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсенче ытларах арканнă çемьесем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика