14 июня 2017 г.
Республикăри агрошкула вĕренме пуçтарнăччĕ пире. Кĕске вăхăтлăх пулсан та, вĕренÿ çирĕп режимпа пулса пыратчĕ. Мĕн вĕреннине çирĕплетме практикăлла занятисене, экскурсисене илсе çÿретчĕç. Малтанах Çĕрпÿри опытпа сăнав станцине компьютерсемпе мĕнле ĕçленине курма илсе кайрĕç. Вăл вăхăтра компьютерсемпе усă курасси тин пурнăçа кĕрсе пыратчĕ. Çавăнпа питĕ кăсăклă пулчĕ пирĕншĕн çак çĕнĕлĕхпе çывăхраххăн паллашма.
Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” колхозра та пултăмăр. Колхозра шăпах ревизи комиссийĕ ĕçе пуçăннăччĕ. Унăн ĕçĕпе те интереслентĕмĕр. Пире хуçалăхпа колхоз ертÿçин çумĕ ?ятне-шывне астумастăп/ паллаштарчĕ, вăлах производство объекчĕсем тăрăх кăтартса çÿрерĕ. Колхоз председателĕпе Аркадий Павлович Айдакпа тĕл пулма май килмерĕ ун чухне. Вăл, СССР халăх депутачĕ пулнă май, Мускавраччĕ. Халĕ те куç умĕнче-ха А.Айдак трибуна умĕнче сăмах калани. Телевизорпа питĕ тимлесе пăхрăмăр ăна. Хивре сăмах çине куçсан М.Горбачев микрофона сÿнтерме ыйтрĕ. Пурнăçларĕç унăн ыйтăвне. Çапах та сăмахне вĕçне çитерчех А.Айдак. Хуçалăх ĕçĕнче те, общество пурнăçĕ-нче те çапла хастар пулнă вăл.
Кĕçех Аркадий Павлович Айдакпа хăйĕнпе те тĕл пулма май килсе тухрĕ. Ураскасси тата Пуянкасси хуçалăхĕ-сене ертсе пынă Анатолий Ильич Григорьевпа Маргарита Петровна Михайлова ĕçлекенсене, специалистсене пухса Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” колхоза экскурсие илсе кайрĕç. Икĕ автобуспа вĕçтерсе çитрĕмĕр хайхи Ачак ялне. Телее, Аркадий Павлович вырăнтах пулчĕ. Ăшшăн йышăнчĕ пире, малтан кĕскен хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ тата тавралăха çĕнетессипе епле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан производствăпа çут çанталăк объекчĕсене илсе çÿрерĕ. Ĕлĕкхине сăнласа паракан музейре те пултăмăр. Тимĕр тăрăллă тахçанхи пÿрт. Лупасĕ тĕреклĕ, ăна улăм витнĕ. Улăмне кашни çулах улăштарса тăраççĕ-мĕн. Ун айĕнче ăратлă икĕ лаша тăратчĕ. Пÿртĕнче пир тĕртекен ĕлĕкхи станок ларать. Эпĕ пĕр хăрамасăр станок умне кĕрсе лартăм, ăсана виçĕ хутчен калла-малла ăсатрăм. Эпĕ станок умĕнче ларнине курсан А.Айдак пирĕн çемье пир тĕртессипе ĕçлени çинчен ыйтса пĕлчĕ.
Колхоз территорийĕнчи тавралăх сип-симĕс те ем-ешĕл. Пĕр çырма та йывăçсемсĕр мар. Кунти кашни çемьен 100 тĕпрен кая мар йывăç-тĕм лартса çитĕнтермелле пулнă. Хăйĕн çемйине те явăçтарнă çак пархатарлă ĕçе. Халĕ астумастăп, кÿлĕ-сем миçе теçеткеччĕ-ши, пурте аякранах çуталса выртаççĕ, кÿллисенче пулăсем мăнаçлăн ишсе çÿрени курăнать. Çырма-çатрасем ытти хăш-пĕр çĕрти пек ишĕлсе тăмаççĕ, веçех йывăç-курăк айĕнче вĕсем. Курăксен чечекĕсене пĕтĕçлентерме ятарлă хуртсем те ĕрчетеççĕ кунта. Колхозăн уйĕсем те, фермисем те тухăçлă.
Аркадий Павлович спортпа та туслă пулнă, чупнине, сивĕ шывпа çăвăннине калатчĕ. Ыттисене те спорта явăçтарма тăрăшнă, условисем туса панă.
Халĕ А.Айдак пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Анчах çынсем хăйне те, унăн ырă ĕçĕсене те манмаççĕ, асрах тытаççĕ. Кăçал акă республикăра Аркадий Павлович çуралнăранпа 80 çул çитнине анлăн паллă тăваççĕ. Çакна вăл чăннипех тивĕçлĕ, унăн ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ.