14 июня 2017 г.
Хамăр пурăнакан тавралăх илемлĕ пулни кашни çын чунĕшĕн савăнăç. Чутейри утар çумĕнче пĕве пĕвеленĕренпе 30 çул ытла та çитнĕ ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна “Кубнинский” совхоз директорĕ И.Я.Гурин тутарнăччĕ. Шыв шайĕ çултан çул чакса пыни халăха пăшăрхантарать. Кăçалхи экологи çулĕнче ялпа вăрман таврашĕсенче тасалăх хуçалантăр тесе Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.П.Куклов чылай тимлет-ха, ял халăхĕ итленипе, пулăшнипе нумай ĕç туса ирттерет. Свалка вырăнĕсене тасаттарса бульдозерпа тикĕсленĕ, çунма юрăхлă япаласене çунтарса тăнă, çимĕке хатĕрленсе масар таврашĕнчи çÿп-çапа та пуçтарнă.
Утар патĕнчи пĕве çумĕнчен шыв çурса юхнине кĕтÿре çÿрекен, пулăра ларакан, утарта ĕçлекен, вăрмана утакан кашни çын курать ĕнтĕ. Пĕлтĕрех-ха, шырлана ытлашши сарса ярас мар тесе Кĕçĕн çырма урамĕнче пурăнакан В.Куракин, А.Бараматов, Матвеевсем мăшăрĕпех çыран хĕррипе йăмра турачĕсем чышса тухнă.
Акă кăçал çу уйăхĕн вĕçĕнче ырă чунлă çынсем пĕр шухăшлă пулса пĕве айккипе çурса кайнă вырăна хуплама нимене пуçтарăнчĕç. Ушкăнпа канашласа ĕç кал-кал пычĕ. Аслă ăрури ĕç ветеранĕ Г.П.Куракинпа В.В.Филиппов пенсионер ертсе пынипе В.Алексеев, В.В.Цырульников, Г.Г.Походкин, А.Иванов, В.В.Яклашкин, В.Р.Шамбулин, И.В.Кабартов тачкăсемпе тăпра турттарчĕç, кирпĕч-шифер ванчăкĕсемпе, çапăсемпе тултарса шыв юхмалла мар çирĕплетсе хучĕç. Кĕтÿпе вăхăтлăха çÿремелле маррине асăрхаттарчĕç. В.Р.Куракин кĕтÿ тапăрта чухне пулăшма май тупрĕ.
Тавралăх илемĕ пуриншĕн те хаклă. Тав тăватпăр халăхшăн, тасалăхшăн тăрăшакансене.