АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăна тухса йышăннă

09 июня 2017 г.

Вырăна тухса йышăннă

Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Тăвай районĕ-нчи граждансене вырăна тухса йышăннă.
Унпа пĕрле йышăнура район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Раççей ФНСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Марина Петрова, РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Эльвира Воронцова, патшалăхăн регистраци, кадастр тата картографи федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева, район прокурорĕн заместителĕ Андрей Афанасьев пулнă.
Çынсем федераллă инспектор патне йышăнăва харпăр хăйĕн ыйтăвĕсемпе те, районти нумай çынна пырса тивекен ыйтусемпе те пынă. Сăмахран, “АККОНД-МОЛОКО” ООО директорне Николай Фомина ĕçлев сыхлавне лайăхлатма хывнă тăкаксене тавăрас ыйту интереслентернĕ. РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Эльвира Воронцова вăйра тăракан законодательствăпа страхователе ĕç тумтирĕ туянма тухакан тăкаксене тавăрассине пăхнине пĕлтернĕ, тăкаксене тавăрма кирлĕ документсен переченĕпе паллаштарнă. Тăвайра пурăнакан Олеся Иванова 2016 çулшăн çынсен пурлăхне хуракан налука кадастр хакĕ-нчен епле шутлассипе тата ăна тĕрĕслемелли майсемпе кăсăкланнă. Чăваш Республикинчи УФНС ертÿçи Марина Петрова Чăваш Енре пурăнакансем харпăр хăй хваттерĕ-семшĕн, çурчĕшĕн, гаражĕ-семшĕн, дачишĕн тата ытти çурт-йĕршĕн налука çĕнĕ хак шутĕнчен, унăн виçи çынсен куçми пурлăхĕн кадастр хакĕ-нчен тÿрремĕн килнине ăнлантарса панă. Вăл рынокри виçине çывăх. 2016 çулшăн тăратнă налук суммине Раççей ФНСĕн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă “Налук калькуляторĕ _ физически лицосен çĕр налукĕн тата куçми пурлăх налукĕн расчечĕ” электронлă сервис пулăшнипе тĕрĕслеме пулать.
Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул директорне Сергей Кириллов районта “Интернет” çыхăнăвне вăйлатас ыйтăва хускатнă. Ытти ыйтусемпе те пынă çынсем. Пурин çине те тĕплĕ хуравсем илнĕ. Палăртнă ыйтусене татса парассишĕн яваплă должноçри çынсене хушусем панă, вĕсене пурнăçламалли сроксене палăртнă, контроле илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика