09 июня 2017 г.

Тăвай районĕн çамрăкĕсем те регион шайĕнчи “МолГород” форума хутшăнаççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регион шайĕнчи Çамрăксен форумне савăнăçлă лару-тăрура уçнă ятпа сăмах каланă.
Регион ертÿçи республикăра çамрăксене аталанма кирлĕ мĕнпур услови çителĕклĕ пулнине палăртнă.
“Эсĕ - предприниматель” площадкăра Михаил Васильевич форума хутшăннă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă. “Кашни çыннăн хăйне килĕшекен професси суйласа илмелле. Эпир пуçаруллă яш-кĕрĕме яланах хавас. Вĕсем пире тĕрлĕ влаç органĕсенче те кирлĕ. Мĕнпур ĕçе таса чунпа яваплăха туйса пурнăçлама тăрăшăр. Ун чухне кĕтсех тăрăр - ăнăçу пулать. Пирĕн тĕллев - региона, çĕршыва аталанма витĕм кÿ-ресси”, - тенĕ вăл.
Сакăр çул хушшинче Форум ĕçне пĕтĕмпе 8000 яш-кĕрĕм хутшăнма кăмăл тунă. Кашни çулах Раççейри 12 регионтан килнĕ çамрăксем хаваспах форума хутшăнаççĕ. Тĕнчери 12 çĕршывран та хăнасем пуçтарăнаççĕ.
Кăçал форума 14 çултан пуçласа 30 çула çитнĕ çамрăксем 1000 яхăн пухăннă.
“МолГород” регион форумĕ 4 куна пырĕ. Унта Тăвай районĕнчен Владислав Павлов, Светлана Иванова, Евгения Гурьева, Сергей Михайлов хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Кунта вара çамрăксем валли тĕрлĕ темăпа вĕренÿ площадкисем ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, “Ты - предприниматель”, “Открытый город”, “Волонтерство”, “Технологии масс-медиа”.