АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай енре тирпей-илем хуçалантăр

09 июня 2017 г.

Тăвай енре тирпей-илем хуçалантăр

Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхламалли кун иртрĕ республикăра нумаях пулмасть.
-Çут çанталăкпа килĕшÿ-ллĕ пурăнасси, уншăн тăрăшасси - кашнин тивĕçĕ. Çынсен пурнăç пахалăхĕпе сывлăхĕ çине витĕм кÿрекен пурăнакан вырăнти таса тавралăха нимĕнле ырлăх та ылмаштарма пултараймасть, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăмăра уяв ячĕпе саламланă май. -Çĕршыв Президенчĕ пĕлтернĕ Раççейри экологи çулталăкĕ пире çут çанталăк тупри-пуянлăхне сыхласа упрас, унăн ресурсĕсемпе вырăнлă усă курас ĕçре хастартарах пулма хистет.
Эпир çут çанталăкпа усă курмалли тытăма çулсерен аванлатса пыратпăр, экологи хутлăхне лайăхлатассипе тата производство сферинчи экологи хăрушсăрлăхне ÿстерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парăпăр.
Çут çанталăк пире тараватлăн парнеленĕ сайра йышши пуянлăха упраса хăварассишĕн малашне те хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр.
Ака уйăхĕн вĕçĕнче ытти çĕрти пекех пирĕн районти ĕç коллективĕсем те “Симĕс Раççей” субботника хаваспах хутшăнчĕç. Ялсенче пурăнакансем çăлсемпе пĕве çывăхĕ- нчи урамсене, çырма тăрăхĕ-сене тасатрĕç.
Тăвай ялĕнчи Ленин проспекчĕ субботник ирттернĕ хыççăн самаях илемленчĕ.
Çынсен тăрăшулăхне хам курса ĕненес тесе çак кунсенче çула тухрăм.
Ман умра амăшĕпе кĕçех шкула кайма пуçлакан хĕрача утса пыратчĕç, пĕчĕкки канфет хутне сĕврĕ те çавăнтах пăрахрĕ. Çапла çынсем тин кăна шăлса-тасатса кайнă вырăнта канфет хучĕ вĕлкĕшме пуçларĕ. Кирлĕ мар япалисене пĕри те тепри çапла ывăтса хăварсан, тавралăх таса пуласси пирки калаçаймăн. “Хĕрĕм, тĕрĕс мар турăн эсĕ, канфет хутне кайса ил те, ав çав пĕчĕк ещĕке кайса яр, урама çапла варалама юрамасть”, - терĕ амăшĕ. Кĕçĕнни асли каланине итлерĕ. Çыннăн таса пурăнмалли йăлана пĕчĕкрен аталантарма пуçламаллине çирĕ-плетекен пĕр тĕслĕх кăна-ха ку.
Япăххине хăвăрт асăрхаççĕ пирĕн çамрăксем. Эрех-сăра ĕçсе шашлăк çинĕ вырăнта пушă кĕленчесемпе вут çунчăкĕсене çаплипех пăрахса хăвараççĕ. “Пире учительница çÿп-çапа яланах пĕр çĕре пуçтарса контейнера яма хушать-çке;” - тĕлĕнсе ыйтать ача, ашшĕ ăпăр-тапăр хутаçне çул айккинелле вăркăнтарнине курсан. “Кунта килте мар”, - хуравлать кĕскен арçын хăй пысăк йăнăш тунине сисмесĕрех.
“Туслăх” кафе умĕпе пăрăнса кĕрсен, кăвак тĕслĕ тимĕ-рпе тытса çавăрнă лаптăка асăрхатăп, шалта вара темĕ-нле ăнланмалла мар палăк, çурт евĕрлĕ вăл, чÿрече вырăнĕсем пулакан çĕрте кирпĕ- чпе те купалакаланă. Америка вĕренипе çум курăк ăшне пулнă çак тĕлĕнтермĕш. Ăна хирĕç - симĕсленсех кайма пуçланă блоксем. Эппин çакнашкал армак-чармак объекта 10 çул каяллах çĕклеме пуçланă та вĕçлеймен. Унтан инçех те мар паянхи кунпа килĕшÿллĕ çурт туса пĕтерчĕç. Çĕнĕ объект таврашĕ ăпăр-тапăртан тасалма васкамасть-ха темшĕн. “Акконд-агро фирма” обществăн сутса янă котельнăйĕ майĕ-пен хăйĕн пайĕсене-япалисене “çухатсах” пырать. Шкулчченхи виççĕмĕш номерлĕ учрежденинчен ачасем çĕннине куçса кайсан, хуçасăрлăх пуçланчĕ çуртра. Кĕçех стенан кирпĕчĕсене те сÿтме пуçлĕç-ха ĕнтĕ унта.
Экологи çулталăкĕ пулнă май çывăхри пĕвесене те йĕркене кĕртесчĕ. Автовокзал çурчĕ çумĕпе юхакан шыва пÿлсен, çулла пулă тытса е шыва кĕрсе савăнма пулать, инçе те каймалла мар.
Тăвайри Строительная урамри “Акатуй” заправкăна юсаса çĕнетнĕ-ха, анчах юнашарти юхан шывне каснă хăрăк йывăçсемпе пÿлсех хунă. Пĕвен тараси çурăлса анса, дачăсенче пахча çимĕç ÿстерекенсене шывсăр тăратса хăварса шар кăтартнăччĕ-ха темиçе çул каялла. Ун чухне пуснă кĕрепле çине кăçал та пусасси куçкĕрет, пĕвен тараси майĕпен ишĕлсех пырать.
Юсавпа техника терри-торийĕн çурчĕсенче пурăнакансем пĕрисем парниксем туса, пахча çимĕç калчисем çитĕнтернĕ, ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Теприсем çĕрнĕ картасене пĕр çĕре купаласа хунипех çырлахнă. Унта хăçан йĕрке тăваççĕ-ши;
Çимĕк умĕн ялсенчи масарсене тасатаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем ĕмĕрлĕхе вырăн тупнă лаптăксене чылайăшĕ тивĕçлĕ шайра тытаймасть çав. Çынсем хĕрессене, палăксене çĕнетеççĕ-ха, анчах чечек кăшăлĕсене таçталла вăркăнтарса хăварнипех çырлахаççĕ.
Пирĕн район асфальтлă çулсене пăхса тăрассипе республикăра мала та тухнă. Халĕ те Кушкă ялĕ çывăхĕ-нче çул тăвакансем тар кăларса ĕçленине курсан, чун савăнать. Анчах вĕсем хăйсен объектне вĕçлесен, каяççĕ-çке. Тăвай енре вара вĕсен ăсталăхĕпе усă курас текенсем çук мар-ха ĕнтĕ. Акă, Тăвай-Тушкил маршрутпа çула тухатăр пулсан, асăрханăр. Тăванăрсем патне вăхăтра çитес тетĕр пулсан, виçĕ сехет маларах тапранăр. Унсăрăн сире, хăнара кĕтсе, çывăрса та кайма пултарĕç. Автомашина та самаях тылланĕ. Хирĕç килекен транспорта пырса тăрăнтарассинчен çÿлти Турă сыхлатăр сире. “Тушкил еннелле каякан асфальтлă çула юсатпăр”, - тесе сăмах панăччĕ иртнĕ суйлавра. Анчах та темшĕн халĕ те ĕçе пуçăнаймаççĕ. Тăвай-Чутей маршрут çинчи асфальтлă çул пирки чылай тавлашу пулнăччĕ. Çак кунсенче аранах пăр тапранчĕ, юсавçăсем çитрĕç палăртнă вырăна.
Раççейре вăрман пысăк лаптăк йышăнать. Вăл йывăçсем ÿсекен вырăн кăна мар. Вăрман - тĕрлĕ микроорганизмсемпе пуян. Кунта йывăçсемсĕр пуçне тĕрлĕ курăк, çырла, кăмпа, йывăç тĕмĕсем, чĕрчун, мăк, юханшывсемпе шурлăхсем пур. Сывлăш та урăхларах. Йывăçлă, анчах экотытăмăн ытти пайĕсем пулмасан вăл парк, сквер, посадка пулать. Тăвайри кивĕ шкул çурчĕ умĕнче ача-пăча паркĕ йĕркелерĕç темиçе çул каялла. Унта контейнерсем лартса панă пулин те, канакансем кĕленчесемпе çÿп-çапа ăçта ларнă çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Тирпей-илем кÿрекенĕн тăрăшулăхне хисеплеменни ĕнтĕ ку. Ача-пăча паркне тасатса тăрассипе вара ятарласа çын ĕçлет. Экологи çулталăкне хутшăнса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. “Хăвăн йывăçна лартса ÿстер!” акци вăхăтĕнче тавралăха симĕслетес, çынсен экологи культурине ÿстерес тĕлĕшпе çуркунне те, кĕркунне те тăрăшаççĕ.
Экологи çулталăкĕнче асăннă çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика