АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çыхăну тытатпăр

09 июня 2017 г.

Сăхăтпуçсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Вăхăт пире шеллемест, çынсем ватăлса пыраççĕ, юлашкинчен тăван кĕтесе çитсе курма сывлăх хавшаса çитет. Çакăнпа пĕрлех кашни çыннăн чунĕнче тунсăх вăйланса пырать, унăн тăванĕсене, ачалăхра чупса ÿснĕ урамсене, шкула тата ыттисене те тепĕр хут курса савăнса юлас килет.
Ытла та чуна ыраттараççĕ Анатолий Иванович Николаев ентешĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр пулăмсем. Амăшĕ каласа панине аса илсе пĕр çырăвĕнче çапла çырса ячĕ: “1930 çулта анне манпа йывăр çын пулнă, июльте ялта пысăк пушар алхаснă, пурĕ 49 хуçалăх çунса кĕлленнĕ. Сÿс купине аран çулăмран хăтарса ĕлкернĕ. Упăшка пура шыраса район тăрăх çÿренĕ...”.
А.Николаев Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан çерем çĕрсем уçма Казахстана тухса кайнă, 1958 çулта Барнаулти радиозавода ĕçлеме кĕнĕ. Унăн ĕç стажĕ 50 çул ытла! А.Николаев пĕрле вĕреннисен хушамачĕсене, тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксем ярса пачĕ. Вĕсене “Сăхăтпуç шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем” альбома кĕртрĕм. Кĕçех йăх-ăратăн пайне ярса пама шантарчĕ. Ватлăхне кура мар типтерлĕ çырать, тăван еншĕн çунать, шухăшĕсемпе ял çийĕн çаврăнать, ентешсемпе кăткăсланать. Ăна паянхи ялăн пурнăçĕ пирки ăнлантарса çырса ятăм, сăн ÿкерчĕксем ăсатрăм. Пирĕн туслăх малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика