АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле тăрăшнипе ял уявĕ ăнăçрĕ

09 июня 2017 г.

Пĕрле тăрăшнипе ял уявĕ ăнăçрĕ

Мĕн ĕлĕкрен хĕрсем çимĕкре вăййа тухнă. Вăтаялĕнче те ял уявне çав кун ирттерчĕç. Ял Вăта шывĕ хĕрринче ларать. Крымкаево тенĕ ăна. 1781 çулта Старая Бахтиарово ?Вутаяль Кримкаево/ тени паллă. Çав çулта ялта 188 арçынпа 180 хĕрарăм пурăннă. 1907 çулта кунта 861 чăваш пулнă.
Йĕри-тавра шыв хупăрласа тăракан пысăк çаранта иртрĕ уяв. Малтанах ял çыннисене, хăнасене Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Масленников, ялти клуб администраторĕ Людмила Соколова саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов уява йĕркелеме хастар хутшăннă пĕртăван Валерий, Валентин, Виталий Порфирьевич Красновсене, Геннадий Масленникова, ашшĕпе ывăлне Олегпа Денис Никитинсене, Альбина Степанована, Татьяна Соколована Тав çырăвĕсемпе парнесем парса чысларĕ.
Ял çийĕн илемлĕ кĕвĕ шăранчĕ. Г.Масленников янăравлă сассипе пурин кăмăлне те тыткăнларĕ пулĕ. Тăван яла халалланă сăввисене мăнаçлăн вуларĕ. Ю.Ильина та “Тăван ялăм” сăвва чуна пырса тивмелле каларĕ. А.Г.Степанова, Е.Н.Чернова, А.А.Гладкова, Л.И.Александрова, Г.И.Никитина, Е.И.Краснова, Л.С.Дмитриева, В.Г.Кузьмина, Э.В.Иванова, З.М.Ефимова, Н.П.Степанова хăйсен пултарулăхĕпе уява илем кÿчĕç.
Пухăннисем вăйă картине ?сăн ÿкерчĕкре/ тăрса савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, ăмăртусенче тупăшрĕç.
Тĕмерти культура çурчĕ çумĕнчи хитре саслă юрăçсен ушкăнĕ те чăваш юррисемпе килентерчĕ. “Тăвай пики_ 2017” ята тивĕçнĕ Вăтаяль хĕрĕ Татьяна Соколова “Чăн-чăн юрату” юрă парнелерĕ. Хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи В.П.Краснов акара палăрнă ĕçченсене парнесемпе, Хисеп хучĕ-семпе палăртрĕ. Ялти хоккей командине те парнесемпе хавхалантарчĕç.
Уявра ялти чи ватă çынна Серафима Никитинана, чи çамрăк ачана _ Кирилл Гладкова, чи çамрăк çемьене Марийăпа Сергей Козловсене, сумлă мăшăра Алексейпа Серафима Черновсене асăнмалăх парнесем пачĕç.
Волейболла, футболла выляса, кире пуканĕ йăтса, канат туртса, алă вăйне виçсе, михĕпе сиксе-çапăçса, кĕвентепе шыв йăтса, шалча тăрне хăпарса ăмăртрĕç тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем. Виталийпе Валерий Красновсем, Иван Лебедев ăста йĕркелесе, ертсе пычĕç вĕсене. Çĕнтерÿçĕсене медальсем тата ятарласа ял уявĕ ячĕпе тунă чей куркисем парса хавхалантарчĕç.
Шупашкар артисчĕсем Алексей Шадриков, Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Катя Петрова хăйсен юрри-ташшипе, шÿчĕсемпе халăх кăмăлне çĕклерĕç.
Ял çыннисем хăнасене шÿрпепе, сăрапа, кукăльсемпе сăйларĕç. Кунта Татьяна Обаськинана, Вячеслав Федорова, Римма Масленникована, Галина Александрована тав тăвас килет.
Çаранта каçченех уяв шавĕ тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика