06 июня 2017 г.
Пĕр уйăха яхăн вăхăт юлать пĕтĕм халăхсем хушшинчи “Шелковый путь” ралли старт иличчен. Внедорожниксемпе грузовиксен вăйлă командисен кĕрешĕвĕн арени Раççей, Казахстан тата Китай территорийĕсемпе 9,5 пин ытла çухрăма тăсăлĕ.
Ăмăрту Мускавра Хĕрлĕ площадьре утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче старт илет. Экипажсем унтан Чăваш Енĕн тĕп хулине çул тытĕç. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен территорийĕпе иртĕç.
Мускав - Шупашкар тапхăрĕн вăрăмăшĕ 722,93 километр тăршшĕ. Пĕрремĕш кун экипажсен автомобильсене тĕрĕс майлаштарса çитерес енĕпе те, тĕрĕс çул-йĕр тупас тĕлĕшпе те тимлĕ пулма тивет.
Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче - “Шелковый путь” раллин иккĕмĕш тапхăрĕнче, пилотажăн пысăк майĕсене кăтартĕç, ку вăл Шупашкарпа Уфа хушшинчи 157 çухрăм пулĕ. Асăннă çул çинче пысăк хăнăхупа ăсталăх кăтартĕç, çав вăхăтрах машинăсене упрама та тăрăшĕç. Уфаран Костаная çул тытĕç. Июлĕн 11-14-мĕшĕсенче ăмăртуçăсем Казахстан территорийĕнче тупăшĕç, унтан Китая çул тытĕç.