АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çаврăнать пурнăç урапи

06 июня 2017 г.

1937 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Кивĕ Пуянкасси ялĕнче кун çути курнă Роза Матвеевна Пикишкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Маркова). Нумай ачаллă çемьере 9-ăн пулнă, халĕ вĕсем 4-ăн юлнă. Роза Матвеевна Кивĕ Пуянкасси шкулĕнче 7 класс вĕренсен 8 класа Элпуç шкулĕнче пĕтернĕ. 1957 çулта Тăрмăш каччипе Петр Васильевич Пикишкинпа çемье çавăрнă. Икĕ çул Магнитогорск хулине завода ĕçлеме кайса килсе хăйсене пÿрт лартмалăх укçа ĕçлесе килнĕ вĕсем. Çамрăк хĕрарăм 8 класс пĕтернипе çырлахман, Тăрмăш ялĕнче садик уçăлсан, унта воспитательте ĕçлеме пуçлать. Кунта ĕçлеме вăтам пĕлÿ кирлĕ пулнă. Каçхи шкулăн 9-10 класĕсенче вĕренсе алла аттестат илнĕ вăл. Ача садĕ-нче ĕçленĕ хушăра Шупашкар хулине квалификаци илме çÿренĕ.
Шкулта та техничкăра 10 çул ĕçленĕ. Ун чухне хальхи пек условисем пулман. Классене сивĕ шывпа çунине аса илет Роза Матвеевна, вутăпа кăмака хутнă. Тĕрлĕрен ĕç тунă. Вуттине пăчкăпа татса пуртăпа çурнă. Тăвайри ача садĕнче те ĕçленĕ. 1992 çулта пенсие тухнă. “Тепĕр 3 çул ĕçлерĕм ун хыççăн та”, - тет Роза Матвеевна.
Икĕ ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ. Асли Владимир водителе вĕренсе тухнă, Магнитогорск хулинче тимĕр шăратнă çĕрте ĕçленĕ. Юрий Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕ. Хăй вăхăтĕнче Тăрмăшри клубра ĕçленĕ. Роза Матвеевнан виçĕ мăнук тата мăнукĕсен ачисем тăваттă. Мăшăрĕ 24 çул каялла çĕре кĕнĕ. Вăл колхозра бригадирта тăрăшнă, лайăххисен шутĕнче пулнă. Роза Матвеевна мăшăрне те пулăшнă. Çырмалли, шутламаллисем пулсан, вăл айккинче тăман. Арçын алли çитмест-ха кил хуçалăхра тесе те алă усман вăл, ывăлĕсем те ашшĕ тунă ĕçсене хăнăхса пынă. Хăйсем çуралнă пÿрт йывăçран пулнă пулсан, халĕ кирпĕчрен хăпартнă. Газ кĕртнĕ, шыв та пÿрте кĕрет. Хуларинчен пĕртте кая мар. Пулă та ĕрчетнĕ. Пурнăç тем тума та вĕрентет. Пахчара тĕрлĕ-рен йывăçсем - улмуççисем, хăмла çырли, слива, виноград, груша тата ытти йывăçсем çимĕç параççĕ. Умри пахчинче тĕрлĕ чечексем ешерсе иртсе каякана тулли кăмăл парнелеççĕ. Чиркĕве те çÿреме манмасть Роза Матвеевна.
Тулли кĕрекене пухăнсан тăванĕсем саламларĕç ăна, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика