АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕперпе асфальтлă çул

02 июня 2017 г.

Çĕнĕ кĕперпе асфальтлă çул

Тикĕс çулсемпе вĕсене сыпăнтарса тăракан кĕперсем экономика, пурнăç условийĕ-сем, хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр.
Кăçал Çул-йĕр фончĕ çулсене тирпейлесе сарма республика валли пĕтĕмпе 5 млрд та 103 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Федераци йышăннă “Хăрушсăрлăх тата паха çул-йĕрсем” программăпа килĕшÿ-ллĕн сахал мар объектра хĕрÿ ĕç пырать. Аса илтеретпĕр, республикăна федераци хыснинчен пурĕ 600 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă.
“Бюджетран куçакан кашни тенкĕпе туллин тата тĕрĕс усă курмалла. Кашни ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла тата объектсене вăхăтра хута ярассишĕн ĕçлемелле. Строительство ĕçĕсем пахалăх енчен те пысăк шайра пулмалла, ун пирки те манма юрамасть”, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче республикăра эрнесерен ирттерекен ĕçлĕ канашлура.
Пирĕн районти Вырăс Нăрваш сали патĕнчи кĕпере тăвассипе тата унти çула асфальт сарса йĕркелессипе те малалла ĕçлеççĕ. Ку вăл регион пĕлтерĕшлĕ стройка. Пурĕ 1 çухрăм та 105 метр тăршшĕне тăсăлать кунти строительство. Асăннă объектăн пĕр енне, кĕпер çывăхĕ-нче сарлакăшпех, пĕр сий асфальт сарса тухнă ĕнтĕ. Халĕ ун çине тепĕр сий вак чулпа мастикăллă асфальтобетон сарса çирĕплетмелле. Çак ĕçе çитес кунсенчех, Улатăр патĕнчи “Аниш” çулĕ çинчи ĕçсене вăхăтлăха вĕçлесе килнĕ хыççăнах, çĕнĕ вăйпа пуçăнма палăртаççĕ. Иккĕмĕш сийне сарса тикĕсленĕ хыççăн ун тăрăх автомашинăсем çÿ- ретме пуçласшăн. Çакăн хыççăн строительсем объектăн иккĕмĕш çуррине туса çитерме пикенĕç, çул валашки туса хатĕрлĕç, унта хăйăрпа вак чул сарса пусăрăнтарса тикĕслĕç, кайран хура вак чулпа асфальтобетон сарса якатĕç. Анчах çула проектпа пăхнă сарлакăш сарса çитерме тата çĕнĕ кĕпере çурçĕр енчен çирĕплетме малтан кивĕ çулпа кĕпере пăсма тивет. Асфальтлă çул 8 метртан кая мар, кĕпер çинче 10 метр сарлакăш пулĕ.
Строительсем ку объекта палăртнинчен маларах та туса пĕтерес шухăш-кăмăллă, çак тĕллеве пурнăçа кĕртес шутпа ĕçе хăвăртлатса пыма вăй хураççĕ. “Çавăнпа ĕç хĕрÿ-ленсех пырĕ,” - терĕç Тăвайри “Дорстрой” ертÿçипе В.П.Николаевпа Н.Г.Кириллов прораб.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика