02 июня 2017 г.
Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне хутшăнать. Вăл вак тата вăтам предпринимательлĕх енĕпе “Монохуласем - бизнеса аталантарса пымалли çĕнĕ вырăнсем” ятпа иртекен канашлура пулнă.
Мероприяти йĕркелÿçисем çак форум бизнеспа влаçа пĕр-пĕ-ринпе тачă çыхăнса ĕçлеме, куçа-куçăн тĕл пулса калаçма витĕм кÿрессине палăртаççĕ.
Регион пуçлăхĕсем тата монохула ертÿçисем муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи ĕç опычĕсемпе паллашнă. Предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем çĕнĕ бизнес-проектсем пирки каласа кăтартнă.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инвестици проекчĕсем çинчен каласа панă, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем çинче чарăнса тăнă. Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисен социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕ-пе паллаштарнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те сăмах пуçарнă, нормативлă право базине çĕнетсе улăштарсан аван пулнă пулĕччĕ, тенĕ.
Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - монохуласене çĕнĕлле вăй илтерсе ярасси, çакă стратегиллĕ приоритетлă ыйту пулса тăнине асăннă Ертÿçĕ.
Чăваш Енре пĕтĕмпе 5 монохула. Вĕсем - Канаш, Сĕнтĕ-рвăрри, Улатăр, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар.
Улатăр хулине аталанма патшалăх пулăшăвне 566 млн тенкĕ куçарса панă. Муниципалитетра завод проектне пурнăçа кĕртнĕ. Улатăрти хут фабрикине модернизациленĕ, ятарлă кĕпе-тумтир çĕлекен “Лекс-Фэшн” çĕнĕ предприяти хута кайнă. Халăх валли 400 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та лару-тăру аванах улшăннă, федераци хыснинчен вĕсене 2350 млн тенкĕ парса тивĕçтернĕ. Çĕнĕ инвестици проекчĕсем вăй илнĕ.
Юлашки виçĕ çул хушшинче республикăн инвестици программипе килĕшÿллĕн, регионти 5 монохулана инфратытăма тĕпрен çĕнетме, объектсене хута яма 3 млрд тенкĕ куçарса панă.
Чи пысăк ĕç - Чăваш Республики 2016 çулта авăн уйăхĕнче монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фондпа килĕшÿ хутне алă пусса çирĕплетни. Канаш хулинчи виçĕ объектăн строительство ĕçне фонд 700 млн укçа хушса тÿлеме йышăннă.
“Монохуласене аталантарассипе йышăннă программăна хутшăнни - халăхăн пурнăç условийĕн шайне ÿстерме май парать. Пуçаруллă предпринимательсен çĕнĕ паха проекчĕ-сене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать. Çакă вара чи кирли тата пĕлтерĕшли”, - тенĕ Республика Пуçлăхĕ.