02 июня 2017 г.
Тăвай енри сĕт-çу фермисенче тăрăшакансенчен чи лайăх специалистсене палăртас тĕллевпе “Дружба” ЯХПКра дояркăсемпе осеменаторсен конкурсĕ иртнĕ. Кунта хуçалăхсенчи чи лайăх специалистсем - машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсем тупăшнă.
Конкурса район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов уçнă, тупăшăва хутшăнакансене ăнăçу суннă. Асăннă пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Михайлова программăпа паллаштарнă.
Жюрие пĕрре те çăмăл пулман хĕрарăмсен хастарлăхне хаклама. Вĕсем хăйсен профессийĕнче пурте маттур пулнă. Машинăпа ĕне сăвакан операторсем хушшинче “Акконд-агро фирма” ĕçченне Екатерина Георгиевана çитекенни пулман. Техник-осеменаторсенчен Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче вăй хуракан Алина Юзукова мала тухнă. Çĕртме уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче вĕсем республикăра хÿтĕлĕç район чысне.
Наталья Кириллова (Грачев), Наталья Баранова (“Дружба”), Ирина Белкова (“Акконд-агро фирма”) дояркăсене тата Венера Иванова (“Акконд-агро фирма”), Наталья Баранова (“Дружба”), Алина Юзукова (Грачев) осеменаторсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене панă.
Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Шакшина выльăх-чĕрлĕх пăхакансене малашлăхра ăнăçу суннă. Киччĕ, Кĕрше, Мучар клубĕсенчи артистсем дояркăсемпе осеменаторсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.