АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй пăрçисенчен хÿтĕлесе

30 мая 2017 г.

Тырă та чирлет, тыррăн та сăтăрçисем пур. Çапла акă Чăваш Республикинчи “Россельхозцентр” фитосанитари тĕпчевĕ тунă чухне тĕш тырă культурисен калчисене уй пăрçисем тапăнма тытăннине палăртнă. Хальхи вăхăтра сăтăрçă кĕр калчисем çинче хуçаланать, пĕр тăваткал метрта вăтамран 30_50 экземпляр.
Сулхăн çанталăк вĕсен сиен кÿреслĕхне чарса тăчĕ ку таранччен. Анчах сăтăрçă çу уйăхĕн юлашки вунăкунлăхĕнче çăмарта хума пуçлать. Кĕр тыррисемшĕн вĕсем калча пуç кăларма тытăнсан пит хăрушах мар. Çав вăхăтрах çурхи тĕш тырă калчисене чылай сăтăр тума пултараççĕ. Уйрăмах питĕ ăшă çанталăкра уй пăрçисен активлăхĕ ÿсет. Кĕр тыррисен, нумай çул ÿсекен пучахлă курăксен уйĕсемпе юнашар тата вăрлăха имçамласа акман çуртрисене ытларах сиенлеме пултарать. Пĕр тăваткал метрта 30_40 сăтăрçăран кая мар чухне хÿтĕлев ĕçĕсем туса ирттерме тытăнаççĕ. Анчах усă курма ирĕк панă препаратсемпе кăна тата хăрушсăрлăх техникине, ĕçлекенсен харпăр хăй гигиенине, ĕçĕн регламентне пăхăнса ĕçлемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика