30 мая 2017 г.
“Çурхи çулталăк çурма ăслă” текен каларăш та пур-ха халăхра. Чăнах та кашни çул тенĕ пекех çуркунне çанталăк вылянса илет. Кăçал вара кун пекки ытларах та пулчĕ пулмалла. Синоптиксен “çанталăк аномалийĕ” текен пулăмĕсем ака уйăхĕнче те, халĕ те пулса тĕлĕнтерчĕç те, чăрмантарчĕç те.
Çапах та малашне самайланĕ-ха çанталăк. Хаваслă та шавлă, янравлă юрă-кĕвĕсемлĕ, шап-шурă та сарă-кĕрен чечексемлĕ çу уйăхĕ хăйĕн вăйне илчĕ. Улăх-çарансенче çăра курăк ÿссе хăпарать, уй-хирте кĕр калчи ешерсе ÿсет.
Тăрă тÿпере тăрисем кун каçичченех çурхи кĕввине шăрантараççĕ. Тăри çĕр ĕçлекенĕн чи юратнă тусĕ, ĕмĕрсем хушши вăл сухаçăна йывăр ĕçре вăй парса тăнă.
Садсемпе пахчасенче, çырмари чăтлăхсенче шăпчăксем талăкĕпех ывăна пĕлмесĕр кĕвĕ шăратаççĕ.
Вăл чуна çупăрлать, темĕн чухлĕ итлесен те итлесе тăранма çук, нихăçан та йăлăхтармасть.
Ирсерен, йывăç-курăк сывлăм шывĕ-пе йĕпенсе чÿхеннĕ вăхăтра, вăрмансемпе катасенче куккук авăтма тытăнать. Кук-кук! Кук-кук! янăрать унăн сасси таврара. Хăйне евĕр асамлă, тĕлĕнтермĕш кайăк вăл. Пурте пĕлеççĕ, йăва çавăрса чĕпĕсем пусса кăларса чăрманмасть, çăмартисене ют йăвана хурса парать те, ĕçĕ те пĕтрĕ. Çăмартисене урăххисем, хăйĕнчен чылай пĕчĕкскерсемех, ăшăтса пусса кăлараççĕ вара, пăхса, тăрантарса ÿстереççĕ. Çакăншăн юратмаççĕ те ăна хăшĕ-пĕрисем.
Куккуксем çулçăллă тата хутăш вăрмансенче пурăнаççĕ, чăтлăхлăрах вырăнсене юратаççĕ. Ĕлĕкрех куккук яла килни ырлăха мар текен сăмах та çÿретчĕ халăхра. Халĕ вара вĕсем ялта темĕн чухлех. Йывăçсем çинче ларса авăтнине те, вĕçсе çÿренине те пурте курнă ĕнтĕ. Ялти çырмасенче те хăвалăхсем, чăтлăхлă вырăнсем питĕ нумай халĕ. Вĕсенче вĕтĕ кайăксем - çерçисен йышĕнчисем - йышлă пурăнаççĕ, йăва çавăрса чĕпĕсем кăлараççĕ. Вутхÿре (горихвостка), хăмăш кайăкĕ (камышовка), вĕлтрен тăрри (зяблик), çирĕк тăрри (чиж), чие кайăкĕ (пеночка), кĕпшĕл (овсянка) тата ыттисене килти пахчасенче те час-часах курма пулать халĕ. Аçи авăтса амине кайăксем ăçта йăва çавăрнине систерет. Ами питĕ вăрттăн, сас-чĕвсĕр çÿрет. Çăмартине хуçи сисмен хушăра хурса хăварать. Йăва хуçин çăмартисене йăваран кăларса пăрахать. Çакăн вăрттăнлăхне хальлĕ-хе тĕпчесе палăртайман-ха. Пĕчĕк кайăксен пулас чĕпписене пĕтерсе куккуксем сиен кÿреççĕ, анчах вĕсем çăмламас хурт-кăпшанкăсене çисе йывăçсемшĕн усăллă ĕç те тăваççĕ.
Çĕр типсе çитсен, çанталăк шанчăклăнах ăшăтсан тытăнать куккук авăтма. Ку вăхăтра хĕрÿ ĕç тапхăрĕ - çураки пырать, таврари илемпе киленсе ларма вăхăт çук. “Закуковала кукушка - забыта подушка” çапла каланă ку вăхăт çинчен вырăссем.
Вăраха пымасть куккук авăтасси. Çуллахи шăрăх та пăчă вăхăтсем çитсен, ыраш пусси шуралма пуçласан куккуксен сасси те, хăйсем те таçта кайса çухалаççĕ.