АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Антон Дроздов – Чăваш Енре

26 мая 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕпе Антон Дроздовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳçĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлассипе йышăннă проектсем пирки сӳтсе явнă.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕ паянхи пурнăç таппинче халăха вĕсен служби электронлă майпа тĕрлĕ пулăшусемпе курăмлă тивĕçтерсе пынине пĕлтернĕ, Нумай функциллĕ центрсемпе те тачă çыхăнса тăнине асăннă. Пĕлтĕр Раççей Пенси фончĕпе Нумай функциллĕ центр пурĕ 30 пин çынна тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕ. Кăçал тăватă уйăх хушшинче Раççей Пенси фончĕн 5 пин пулăшăвне центрсем урлă илме те ĕлкĕрнĕ.
Антон Дроздов республика Пуçлăхне Раççей Пенси фончĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем пирки каласа хăварнă. Вăл палăртнă тăрăх, асăннă служба сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Сăмах май, сусăр граждансен списокне кура, вăл вĕсене вăхăтра ĕçпе тивĕçтермеллине, тепĕр чухне вĕсем ĕç шыраса килессе кĕтсе лармалла мар, хамăрăн та пуçаруллă пулма тăрăшмалла тесе чĕнсе каланă.
Тепĕр пысăк ыйту – граждансене социаллă хӳтлĕх парасси. Ку енĕпе те çирĕп йĕрке пулмаллине асăннă. Пенси тÿлекен тата информацие тишкерекен центра çитсе курнă, пенси службин уйрăмĕн тата территорири органсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ, районсен хушшинчи Çĕрпÿри управленин тата унăн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ĕçне тишкернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика