АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси ăсталăхĕпе палăрнă

26 мая 2017 г.

Чăваш Ен делегацийĕ Краснодарта иртнĕ “Çамрăк профессионалсем” (WorldSkillsRussia) пиллĕкмĕш наци чемпионачĕн финалĕнче пысăк результат кăтартнă. Ултă участникĕ те професси ăсталăхĕпе палăрса наградăсемпе таврăннă.
Пухмачра професси ăсталăхĕшĕн тивĕçнĕ виçĕ медаль. Вĕсен хуçисем Шупашкарти тĕрлĕ техникумсемпе колледжра вĕренекен студентсем - Анастасия Иванова (“Плиткăна облицовка тăвасси” компетенцире), Евгений Краснов (“Кондитер ĕçĕ”), Полина Николаева (“Çăкăр пĕçерекен”) - хăйсен номинацийĕсенче 500 балл ытла пухнă.
Иван Тиманов “Кăмака ĕçĕ” компетенцире пĕрремĕш, Анжелика Углевапа (“Повар ĕçĕ”) Виктор Никитчук (“Электроника”) студентсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе ăслăлăх министрĕн çумĕ Людмила Огородова çакна палăртнă: “Worldskills чемпионачĕ - чи лайăх профессионалсен смотрĕ кăна мар. Вăл çавăн пекех рабочи кадрĕсем хатĕрлессипе тата паянхи вĕренĕвĕн тытăмне йĕркелемелли платформа та. Паян профессионалсем аталанăвăн тĕп ресурсĕ тата потенциалĕ шутланаççĕ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика