АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр - ачасем!

26 мая 2017 г.

Çу тапхăрĕ водительсене çулсем çинче тата тимлĕрех пулма хистет, мĕншĕн тесен çулсем çинче ачасем нумайланаççĕ. Çакна шута илсе, 2017 çулхи майăн 25-мĕшĕпе июнĕн 11-мĕшĕ хушшинче “Асăрханăр _ ачасем!” ятарлă операци ирттерме палăртнă. Çурран çÿрени çеç мар, çамрăксем çул çине роликсемпе, велосипедсемпе, скутерсемпе тата мотоциклсемпе те тухма пултараççĕ. Çакă хăрушлăха чылай ÿстерет. Çапла 2017 çулта кăна Чăваш Республикинче çул-йĕрпе транспорт инкекĕсене пула 70 ача шар курнă, пĕр ачан вара пурнăçĕ татăлнă. РФ Шалти ĕçсен министерствин “Урмарский” пайĕн территорийĕнче ?кунта пирĕн Тăвай районĕ те кĕрет/ ачасем хутшăннипе пĕр çул-йĕ-рпе транспорт инкекĕ пулнине регистрациленĕ.
Ачасене мĕн пĕчĕкрен çул-йĕр правилисене пăхăнма кăна мар, çул çинчи лару-тăрăва кура харпăр хăйне тивĕçлĕ тытма хăнăхтарни те кирлĕ. Ачасем автомобильпе пассажир шучĕпе пынă чухне те инкек тÿсесси пулать.
Çулсем урлă çурран юраман çĕртен каçнипе те инкексем пулаççĕ. Хăйĕн шухăшĕсемпе хавхаланнă ача хăрушлăх çинчен мансах çул урлă каçма тытăнма пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, воспитательсемпе вĕрентекенсен тата ыттисен те ачасене çулсем урлă ятарлă вырăнсенче _ “зебра” ÿкернĕ тата светофор йĕркелесе тăракан çĕртен каçса çÿреме вĕрентмелле, йăлана кĕртмелле. Ун пек вырăнсенче хăрушсăртарах, анчах та пурпĕр тимлĕ пулмалла. Ачăр тăтăшрах çÿрекен çулпа унпа пĕрле утса тухăр, вăл тума пултаракан йăнăшсене тÿрлетĕр, мĕнле пулмалли çинчен ăнлантарса пама тăрăшăр. Светофорсем тата çурран каçмалли вырăнсем çук çĕрте çул урлă мĕнле каçмалли çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарăр. Чи пирваях чарăнса тăмалла та çул çине тинкермелле: малтан сулахай енне, унтан сылтăм енне пăхмалла. Çакăн хыççăн татах сулахай енне пăхса илмелле. Мĕншĕн тесен сылтăм енлĕ куçăмпа çул урлă каçма тăнă ачашăн е ытти çыншăн сулахай енĕпе килекен автомашинăсем ялан çывăхрах. Çакна та тăнламалла: сирена сигналĕпе çывхаракан машина çук-и; _ вĕсем малтан иртме тивĕç, ун пек чухне çул урлă каçма юрамасть. Çакăн хыççăн тин, çывхарса пыракан ытти машинăсем пулмасан, çул урлă каçма юрать. 7 çулчченхи ачасене урама пĕччен кăларса ярасран та сыхланăр. Енчен те ача сирĕн умрах светофор та, çурран каçмалли вырăн та çук çĕртен каçасшăн пулсан, ăна çакна тĕрĕс тума пулăшăр.
Çул куçăмĕн правилисене пăсакан ачасене асăрхасан вĕсене чарма тăрăшăр. Тен, шăпах çак вăхăтра вĕсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх тухса тăма пултарать. Каçхинехи вăхăтра ачасен тумтирĕ çинче çутă палăртакан япаласем пулсан лайăх. Тĕттĕмре, çутă çунман урамра, водителе çул çинче е унăн айккипе пыракан çурран çынсене асăрхама йывăр. Çутă паллисемлĕ тумтирсем çурран çынсене 100 метртан уйăрса илме май параççĕ. Ачасене автомобильпе илсе çÿ-ренĕ чухне хăрушсăрлăх ременĕсемпе тата ачасене тытса тăракан ятарлă хатĕрсемпе усă курăр.
Мопедсем ?скутерсем/ пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа унпа пĕлсе те асăрхануллă усă курмалла. Мĕншĕн тесен скутер рулĕ умне ларсан çамрăксем çул-йĕр куçăмĕнче ыттисем пекех тулли праваллă та яваплă пулса тăраççĕ. Паллах, мотошлемпа пулмалла. Вăл пуç аманас, суранланас хăрушлăха 70 процент таран чакарма пултарать. Статистика кăтартса панă тăрăх, çул-йĕрпе транспорт травматизмĕ ÿсĕмĕпе 5-рен пуçласа 25 çулчченхи ачасемпе çамрăксем вилнин тĕп сăлтавĕ-сем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнать.
Çав вăхăтрах çул çинче ÿсĕр водительсем те тĕл пулаççĕ. Çапла ятарлă операци вăхăтĕнче 2 ÿсĕр водителе тытса чарнă. Вĕсем тĕлĕшпе административлă протоколсем çырнă, пĕрне 30000 тенкĕ штраф пама тата çулталăк çурăран пуçласа 2 çул таран правасăр хăварма пултараççĕ, тепĕрне 10-ран 15 талăк таран административлă арест кĕтет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика