26 мая 2017 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалласа Тăвайри вăтам шкулта мĕнле кăна мероприяти ирттермен-ши; 5_11 классенче вĕренекенсем стройпа юрласа утассипе тупăшнă.
Ачасем паттăр салтаксем пек, кашни утăма палăртса пынă. РФ тава тивĕçлĕ учителĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Пимулин панă командăсене кашни отряд лайăх пурнăçланă.
Вун виçĕ класс стройпа утса лайăххисем пулса тăнă. Отрядсен чи маттур командирĕсене _ А.Иванова ?5 “б”/, А.Ильина ?8 “а”/, А.Иванова ?8 “б”/, П.Александрова ?10/, Д.Иванова ?11 “а”/, В.Обаськина ?11 “б”/ грамотăсемпе чысланă пулнă. Çамрăк армеецсен районти «Зарницăпа» «Орленок» вăййисенче те Тăвай шкулĕн командисем 1_2 вырăнсене йышăннă.