26 мая 2017 г.
Ачисене ырă тĕслĕх кăтартса ÿстерме тăрăшать чылай ашшĕ-амăшĕ.
Çирĕп кил хуçалăх çĕклеççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчинче тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ тата ытти те. Хăш-пĕр кил-йышра аслисемпе пĕрле çамрăксем те пилĕк аваççĕ-ха. “Ĕç çумне ачаран çыпăçса ÿснĕ”, _ теççĕ çавнашкаллисем пирки.
Анчах хальхи пурнăçра аслă ăрурисем, темшĕн, хĕрсемпе каччăсене ытларах хурласа калаçнине илтме пулать. “Ĕлĕк эпир çынсем умĕнче юнашар ларма вăтаннă. Вăрттăн çĕрте кăна ăшă туйăма хĕрÿллентернĕ. Кил хуçалăхри ĕçсене тирпейлĕ туса вĕçлесен тин урама тухнă. Паянхи çамрăксем вара хăйсене питĕ япăх тыткалаççĕ, кăвапине кăтартакан майкăсемпе кĕске юбкăсем тăхăнса çÿреççĕ, пирус мăкăрлантаракансем, эрех ĕçекенсем те пур вĕсем хушшинче. Аслисене хисеплемеççĕ, телефонпа компьютер умĕнче ирчченех лараççĕ, кайран кăнтăрла иртичченех çывăраççĕ. Ĕçе вĕренсе ÿсмест паянхи ăру, ответсăрлăхлă, вĕçкĕн, каппайчăк вĕсем”, _ иртен-çÿ- рен илтмеллех хурлаççĕ те хурлаççĕ, акă, пĕррехинче çамрăксене тĕл пулнă икĕ хĕрарăм.
Хăйсен те ачисемпе мăнукĕ-сем çитĕнеççĕ ĕнтĕ. “Сăмса айĕнчи курăнмасть çав”, _ тесе ахальтен каламаççĕ. Çын пахчинче мĕн çитĕнни вара питĕ лайăх курăнать. Çавăнпа тепĕр çемьери хĕр е каччă пирки сăмах пуçариччен хăвăрăн ратнере пурте йĕркеллĕ пулнине шута илесчĕ, хаклă тăванăмăрсем.
Ĕлĕкхи асатте-асаннесем пекех çамрăксем сăпайлă, çепĕç, вăтанчăк çитĕнсен, паян тĕрлĕ çитĕнÿсемпе мухтанаймăттăмăр та эпир. Сывлăх сыхлавĕнче те, педагогикăра та, ял хуçалăхĕнче те, наукăра та палăраççĕ-çке çамрăксем. Тĕнче шайĕнче мухтанмалли ĕç тăвакансем те сахал мар вĕсем хушшинче.
Çÿлерех асăннă тантăшсем хурланă пек çав териех аялти шайра мар-ха паянхи çамрăксем. Пирĕн, аслисен, ырă тĕслĕх кăтартмалла вара вĕсене, ĕçе хăнăхтармалла, тунă йăнăша тĕллевлĕ тÿрлетме вĕрентмелле. “Çавăн ачи ĕнер ирхине кăна килне кĕчĕ”, _ тесе теприне каласа пама васкамалла мар. Хальхи çамрăксене хурласа калаçса вăхăт ирттериччен вĕсене хăвăр пекех маттур пулччăр тесе, ырă тĕслĕхсем илсе кăтартса вĕрентмелле.