АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченĕсене халалласа

12 мая 2017 г.

Тыл ĕçченĕсене халалласа

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев сооруженисем тунисене асра тытса Тăвайри сăрт çине “Тыл ĕçченĕ-сене” стела вырнаçтарчĕç темиçе çул каялла.
Кăçал та ун умĕнче йăлана кĕнĕ тĕлпулу йĕркелерĕç. Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ- пухакансем тыл ĕçченĕсем йывăр вăхăтри асаилÿсене куççульленсе каласа панине питĕ тимлесе итлерĕç. Ватăсем çăмăл мар пулин те пуçа усманни çинчен каласа кăтартрĕç. Ĕмĕрлĕхе асра тытма ялсенчи палăксем çинче ял çыннисен ячĕсене çырса хунă.
Ачасем ветерансем валли юрă-ташă парни хатĕрленĕ. Сăвăсем вуларĕç вĕсем, юрăсем шăрантарчĕç. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Римма Гурина саламларĕç, нумай çул пурăнма сунчĕç.
“Тăвай ен” халăх ансамблĕпе район центрĕ-нчи вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен сăввисемпе тата юррисемпе 72 çул каяллахи вăхăта илсе çитерчĕç уяври çынсене. Хăш-пĕрисен куçĕсем шывланчĕç те, тутăр вĕçĕсемпе шăлчĕç куççуль тумламĕсе

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика