АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене килĕсене кайса саламланă

12 мая 2017 г.

Çĕнтерÿ кунĕ - пĕтĕм халăх уявĕ. Çанталăк çумăрлăрах пулсан та, “Вилĕмсĕр полк” акцие хутшăнакансен йышĕ унчченхи çулхисенчен нумайрах пулни савăнтарчĕ. Ялти палăк умĕнчи митинга шкул директорĕн çумĕ Г.Константинова ертсе пычĕ. Райадминистрацин финанс пайĕн ертÿçи А.Сергеев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Данилов ветерансемпе тыл ĕçченĕ-сене мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕç. Уява килейменнисене килĕсене кайса саламларĕç. 
Икĕ ялĕпе те пĕртен-пĕр вăрçă участникĕ юлнă: Геннадий Михайлович Михайлов çав кун хăнасене килĕнче кĕтсе илчĕ. Саламлă открыткăсем, парнесем пачĕç ăна. Мирлĕ вăхăтра та яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă вăл. МСОра столярта ĕçлесе канăва тухсан та чылай хушă ĕне ферминче платникре тăрăшрĕ. Хăйсене çапла чысланăшăн тав турĕ фронтовик.
-Никамăн та вăрçă асапне курмалла ан пултăр,- терĕ вăл.
Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă сумлă ватăна хам ятран çирĕп сывлăх, ырă кун-çул сунасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика