12 мая 2017 г.
Ку паллă мероприятие Тăвайри культура çуртĕнче “Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ” обществăлла организаципе унăн районти уйрăмĕ йĕркелесе ирттернĕ, чаплă лару-тăрура республикăри куçса çÿрекен “Наципе культура йăли-йĕркисене упраса усрасси тата амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парасси” курав уçнă. Асăннă мероприятие Чăваш Енри хĕрарăмсен I Съезчĕ иртнĕренпе 90 çул тултарнине тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.
Мероприятие хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн президиумĕн членĕсем Марина Аниченкова тата Елизавета Абрамова саламлă сăмахсем каланă. Вĕсем республикăри хĕрарăмсен Союзĕн Ыркăмăллăх Фончĕн проекчĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл çемье династийĕсене тупса палăртса пулăшма, ку чухнехи ăстасемпе пултарулăх коллективĕ- сене халăхăн йăла культурине çывăхлатма, çамрăксене, халăха декораципе прикладной искусствăн занятийĕсене ытларах явăçтарма пулăшать. Çакă Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах актуаллă, мĕншĕн тесен ăрусен çыхăнăвĕ урлă кăна халăхăн йăли-йĕркисем, пурлăхпа ăс-хакăл культури çĕнелсе вăй илеççĕ тата упранаççĕ. Район ертÿçисемпе хăнасем çемьесен пахалăх енĕсемпе, йăли-йĕркисемпе ачасене воспитани парас ĕçре районти хĕрарăмсен пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç.
Малалла хĕрарăмсен юхăмĕн районти хастарĕсене тивĕçлĕ наградăсемпе хавхалантарчĕç. Раççейри хĕрарăмсен Союзĕн Хисеп грамотисемпе районти хĕрарăмсен канашĕн членĕ-сене - Людмила Аввакумована, Татьяна Обаськинана, Татьяна Ялугинана, Оксана Максимована чысларĕç. Хĕрарăмсен юхăмне пулăшнăшăн тата обществăлла ĕçри хастарлăхшăн “Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ” обществăлла организацин районти уйрăмĕн председательне Татьяна Иванована тата ытти хăш-пĕр хĕрарăмсене Чăваш Республикинчи обществăлла организацин Хисеп грамотисене тата Тав хучĕсем панă.
Мероприятие пултарулăх ертÿçи, тĕп дирижер, Раççей халăх артисчĕ, профессор, хамăрăн ентешĕмĕр Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх “Классика” академи симфони капеллин артисчĕсен юрри-ташши илем, хĕрÿлĕх кĕртрĕ.
Районти амăшĕсемпе хĕрĕсен, ашшĕсемпе ывăлĕсен алĕç ăсталăхĕн куравĕ те кăмăла кайнă мероприятие хутшăннисене, çемье мастерскойĕсен тĕрлĕ çĕнĕлĕхĕсем тыткăна илнĕ. Чи лайăх экспонатсене республикăри куçса çÿрекен куравра кăтартма суйласа илнĕ. Чăваш Енĕн наци культурине упрасси, унăн хăйнеевĕрлĕхĕпе пуянлăхне аталантарса пырасси - районти хĕрарăмсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать.