12 мая 2017 г.
Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш шкулĕнче “Терроризмăн тĕнĕ çук!” ятпа республика шайĕнчи семинар-практикум иртнĕ. Унта республикăн тата районсен терроризма хирĕçле комитечĕ-сен, культура, вĕренÿ шалти ĕçсен министерствин, Тĕн управленийĕн, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Тăвай, Елчĕк районĕсен тата Канаш хула администрацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Мероприятире Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов муфтий, Стефан епископ тата ыттисем те пулнă.
-Экстремизмпа тата терроризмпа пурте кар! тăрса кĕрешмелле, унсăр ăна эпир нихăçан та çĕнеес çук. Раççейре чарнă Игил, алкаида тата çавăн йышши ытти пĕрлешÿсем хăйсен тискер ĕçĕсене ислам тĕнĕ хыçне пытанса пурнăçлаççĕ. Асра тытăр, нимĕнле тĕн те çынна усал тума, асаплантарма, вĕлерме вĕрентмест! - тенĕ район пуçлăхĕ Хасиятулла Семигуллович Идиатулли сăмах илнĕ май.
Çак шухăша малалла Альбир-хазрат Крганов муфтий тăснă.
-Коран тата Псалтырь кĕнекисем пирки калас пулсан, вĕсем - этемсене туслă пурăнма вĕрентекенсем. Чăн, чунтан ĕненекен çын вара нихăçан та, никама та начар тумасть, мĕншĕн тесен чăваш-и, тутар-и, вырăс-и е ытти халăх - пурсăмăр та пĕр тан. Чĕр чун та хăйĕн йышĕ-пе пурăнать.Террористсем тискер чĕр чунсенчен те кăрарах. Никама та шеллемеççĕ. Пирĕн çамрăксене çак ушкăнсенчи çынсем нимĕнле тĕне те ĕненменнине ăнлантарса памалла, тĕне уйăрмасăр пĕр-пĕрне сума сума, ĕçне кура хисеплеме хăнăхтармалла, - тенĕ вăл.
Мероприяти малалла темиçе ушкăна пайланса иртнĕ. Пĕрисем Мускавран килнĕ Светлана Яковлева психологăн лекцине итленĕ, теприсем Хусан хулинчен килсе çитнĕ Лариса Астахова ирттерекен практика занятийĕ-нче пулнă. Виççĕмĕшсем вара “çавра сĕтел” йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем тĕн представителĕсемпе пĕрле “Яллă вырăнсенче терроризмпа экстремизм сĕмĕсенчен сыхланмалли тĕн профилактикин пĕлтерĕшĕ” темăпа калаçнă.