12 мая 2017 г.

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн районта футбол сезонне уçасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăннă Артем Егоров футболист кубокне çĕнсе илессишĕн турнир йĕркелерĕç. Тăрмăшсем, енĕшнăрвашсем, тăвайсем тухрĕç стадиона.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Шупашкартан килнĕ Николай Никитин пухăннисене спорт уявĕпе саламларĕç.
Акă, стадиона Енĕш Нăрваш тата Тăвай ялĕсенчен килнĕ командăсем тухрĕç. 2:1 шутпа малтанхисем çĕнтерчĕç. Енĕшнăрвашсемпе тăрмăшсем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Тăрмăшсем хăйсенчен ирттермерĕç, вăйă 2:3 шутпа вĕçленчĕ. Тăрмăш,Тăвай командисем пĕрремĕш вырăна тухассишĕн тупăшрĕç. 4:0 шутпа малтанхисем çĕнтерчĕç, Егоров ячĕллĕ куçса çÿрекен кубоклă пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Енĕш Нăрваш ялĕн футболисчĕсем тухрĕç, виççĕмĕшне - тăвайсем.
“Чи лайăх бомбардир” ята Максим Егоров (Енĕш Нăрваш), “Чи лайăх тапăнса вылякан” - Дмитрий Григорьев (Енĕш Нăрваш), “Чи лайăх вратарь” - Кирилл Антонов (Тăрмăш), “Чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ” ята Денис Федоров (Тăвай) тивĕçлĕ пулчĕç. Турнира йĕркелекен Николай Никитин вĕсене ятарлă парнесемпе хавхалантарчĕ.
Кăçал вăл районти футбол сезонне 23-мĕш хут уçрĕ.