АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратса-ши, тарăхса-ши?

12 мая 2017 г.

48 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçĕн айăплавĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ. Арçынна çын вĕлерме хăтланнăшăн (РФ УК 119-мĕш статйин 1-мĕш пайĕ) айăпланă.
Кăçалхи пуш уйăхĕнче ÿсĕрскер мăшăрне кÿрши çумне кĕвĕçсе хирĕçме пуçланă. Ку çитмен, çĕçĕ ярса илнĕ те арăмне чикессипе хăратса ун патне пынă. Хĕрарăм телефон кнопкине пусса: “Полици!” тесе кăшкăрма ĕлкĕрнĕ. Çакăн хыççăн çеç арçын унран пăрăнса утнă.
Ĕçе тишкернĕ май Ф. айăпне туллин йышăннă, уголовлă ĕçе кĕскетнĕ формăра тишкерме ыйтнă. Уголовлă ĕçе пăхса тухма Тăвай район судне ярса панă.
Упăшки арăмне те юратса, те тарăхса... вĕлерме хăтланнă тĕслĕх пĕрре çеç мар. Акă Тăвай районĕнчи 33-ри арçын та çак сăлтавпах айăпланнă.
И. кăçалхи нарăс уйăхĕнче арăмĕпе хирĕçсе кайнă. Çапăçмах пуçланă-ха. Çул çитмен ачисен умĕнчех хĕрарăма питĕнчен çапнă, çÿçĕ-нчен ярса тытса пуçĕпе стенаран та çапнă. Унтан урайне ÿкернĕ те вĕлерессипе хăратса пăвма тытăннă. Ачисем йĕнине илтсен çеç лăпланнă вăл.
Суд ларăвĕнче арçын хăйĕн айăпне туллин йышăннă, уголовлă ĕçе чарма, хăйне штраф тÿлеттермелле тума ыйтнă. Шар курни те упăшкипе килĕшнĕ, арçын каçару ыйтнине пĕлтернĕ. И. айăпне йышăннине, пĕрремĕш хут айăпланнине шута илсе суд уголовлă ĕçе вĕçлеме, арçынна 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Арăмне хĕненĕшĕн административлă явап тытнă май, 5 пин тенкĕ штраф та тÿлеме тивĕ.
О.ЯСТРЕБОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика