АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыттисемшĕн тĕслĕх

12 мая 2017 г.

Динара Дмитриева, Сăхăтпуç хĕрачи, Тушкил шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Пултарулăхĕ пуçламăш класранах тĕрлĕ енĕпе палăрнă. Спорт енчен илсен, ытларах çăмăл атлетикăна килĕштерет. Хĕлле йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусене хутшăнать. 500 метрпа пĕр çухрăм чупасси уншăн пăтăрмах мар! Çаплах районти “В ритме вальса” конкурсра тата С.Маршакăн “Çуркунне” сăввине вулассипе малтисен ретне тухнă. Кăçал “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2017” ăмăртăва хутшăннă. Хальхинче 500 метра чупса медале тивĕçнĕ. Унăн ытти призĕсем шкулта упранаççĕ. Килĕнчи нумай Хисеп хучĕсене кăтартрĕ. Çакнашкал хастар, пултаруллă, çут ĕмĕтлĕ хĕр ачана амăшĕпе ашшĕ тивĕçлĕ воспитани парса ÿстереççĕ. Динара ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, унпа чăннипех мухтанас килет.
Лаврентий ДАНИЛОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика