АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене пулăшса

05 мая 2017 г.

Тăвай районĕн территорийĕнче 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă 15 çын, çар служащийĕсен 62 тăлăх арăмĕ, 300 тыл ĕçченĕ пурăнать.
2016-2017 çулсенчи тĕрĕслевсен вăхăтĕнче вăрçă ветеранĕсен тата вĕсен çемйисенче пурăнакансен прависене пăснине тупса палăртман. Хăйсенчен те ун пек ыйтусем пырса кĕмен.
Çав вăхăтрах инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли законодательствăна пăснисем палăрнă. Прокуратура инвалидсен прависене пăснисене тавăрма кирлĕ мерăсем йышăнать, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен прависемпе интересĕсене харпăр хăй тĕллĕн хÿтĕлеме пултараймаççĕ.
Çапла Тушкилти стационарта пурăнакан аслă ÿсĕмри граждансемпе инвалидсен прависене пăснине саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртмешкĕн халăха тивĕçтерекен Тăвайри Центр директорĕн адресĕпе представлени тăратнă, тĕрĕслеве пăхса тухса должноçри çынсене дисциплинарлă яваплăх тыттарнă. Тĕрĕслевре тупса палăртнă çитменлĕхсене вăйра тăракан законодательство ыйтнипе килĕшÿллĕн пурнăçлаттарнă, инвалидсемпе ватăсем халĕ крыльца тăрăх меллĕ кĕрсе тухса çÿреме, çулла та ăшă шывпа усă курма пултараççĕ.
Кресло-коляскăпа усă куракан инвалидсен прависене пăснине тавăрса парассипе те суда 2 тавăç заявленийĕ тăратнă, “Раççей почтине” тата Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацине инвалидсене валли пандуссемпе тивĕçтермешкĕн йышăну кăлармашкăн ыйтнă. Пĕр тавăç заявленине суд кăçалхи I кварталта пăхса тухса прокурор ыйтнине тивĕçтернĕ. Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртнине район прокуратури контрольте тытать.
Вăрçă ветеранĕсен, тыл ĕçченĕ-сен, инвалидсен, вĕсен çемйисенче пурăнакансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессине, вĕсене пăснине тавăрса парассине прокуратура ялан малти вырăна хурать. Çакăнпа пĕрлех вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен çемйисенче пурăнакансене 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитсе пынă ятпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп.
О.ЯСТРЕБОВА, Тăвай районĕн прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика