05 мая 2017 г.
Ĕнер Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява хатĕрленес енĕпе ĕçлекен комитетăн анлă ларăвĕ пулнăĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке пысăк пĕлтерĕ-шлĕ уява пур çĕрте те савăнăçлă лару-тăрура, çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тÿпине хывнă çынсене анлăн явăçтарса ирттермеллине тепĕр хут палăртса хăварнăĔ пурнăçламалли ĕçсене вĕçне çитерме хушнăĕ Паян-ыранах вăрçă участникĕсемпе салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене Раççей ПрезиденчĕнĔ Чăваш РеспубликинĔ район пуçлăхĕсен салам открыткисене çитерсе памаллине асăрхаттарнăĕ
“Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен “Вилĕ-мсĕр полк” акцие шкул ачисем кăна марĔ аслă ăру çыннисен те активлă хутшăнмаллаĔ фронтри тата тылри паттăрлăха яланах асра тытмалла”,-тенĕ вăлĕ
Уяв кунĕсенчи мероприятисен программисемпе райадминистраци пайĕ-сен начальникĕсем Олег Ломоносовпа Наталья Чайкина паллаштарнăĕ
Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Людмила Аввакумова ветерансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнăĕ Районта ветерансен хваттер ыйтăвĕсене татса панăĕ
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене, ытти асăну вырăнĕсене тасатсаĔ çĕнĕрен юсаса тирпей-илем кĕртни çинчен отчетсем туса панăĕ
Наталия Мефодьева тĕп врач ватăсене сиплевпе тата кирлĕ эмелсемпе туллин тивĕçтернине, уявсен вăхăтĕнче медицина ĕçченĕсенчен дежурство йĕркелессине пĕлтернĕĕ
Çавăн пекех уяв мероприятийĕсем вăхăтĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнăĕ Çак ĕçе халăх дружинникĕсене те явăçтарасси çинчен каланă полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськинĕ
Майăн 8-мĕшĕнче районти ялсенче Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе митингсем, тĕл пулу каçĕсем иртеççĕĕ Çав кунах Тăвай ялĕнче “Асăну çурти” астăвăм вахти 20 сехет те 30 минутра пуçланатьĕ
Ларура çавăн пекех район центрĕ-нче майăн 9-мĕшĕнче ирттермелли уяв программине тепĕр хут тĕплĕн тишкерсе тухнăĕ Район пуçлăхĕ пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне тимлĕ-хре тытмалли çинчен те чарăнса тăнăĕ