05 мая 2017 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитет. Çавна май хăй вăхăтĕ-нче анне каласа пани асăма килчĕ. Эпĕ çуралсан аттене уйăхранах вăрçа илсе кайнă. Анне унран кăкăр ачипе тăлăха юлнă. Ку çеç те мар-ха. Эпĕ виçĕ уйăха çитнĕ тĕлелле Тенеяль çывăхне хÿтлĕх траншейи чавма янă аннене. Вăл ыттисемпе пĕрлех шартлама сивĕсене пăхмасăр траншея чавнă. Паллах, ăшĕнче лăпкă пулман унăн, чĕри киле юлнă кăкăр ачишĕн татăлса ыратнă. Çакна хăйсене ĕçлеттерекен бригадир сиснĕ, çынсем урлă кăкăр ачи пуррине пĕлнĕ. Траншея чавтаракан ертÿçĕ виççĕмĕш кунне лаша кÿлсе аннене Тăвай ялне çити леçнĕ, ачине лайăх пăхма хистесех каланă. Тăвайран Кивĕ Пуянкассине анне çурранах çитнĕ. Утнă çĕрте утнă, чупнă çĕрте чупнă - васканă ĕнтĕ виççĕмĕш кун кăкăр сĕчĕсĕр асапланакан пепки патне. Кайран илтнĕ анне, хăйне ирĕксĕрлесе траншея чавма янă ял старостине вирлĕ ятланă имĕш.
Атте вăрçăран таврăнаймарĕ, çапăçу хирĕнчех пуçне хунă. Эпĕ вара, вăрçă ачи, йывăрпа пулсан та, ÿссе çын шутне кĕтĕм, вĕренсе чылай хушă ревизорта ĕçлерĕм, ытти ĕçсенче тăрăшрăм. Халĕ чылайранпа пенсире ĕнтĕ. Апла пулин те килхуçалăх тытатпăр, тĕрлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнма тăрăшатăп, район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытатăп.