АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр хатĕрлеççĕ, акаççĕ

03 мая 2017 г.

Çĕр хатĕрлеççĕ, акаççĕ

Районта та çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илсе пыраççĕ - чăннипе пур харпăрлăхлă хуçалăхсем те уя тухнă, çĕр ĕçĕсене пикеннĕ. Ку вăхăт тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем кĕрхи тĕш тырă калчисене 618, нумай çул ÿсекен курăксене 950 гектар апатлантарнă. 1000 гектар ытла сÿрелесе нÿрĕк хупланă, çав шутран кĕр тыррисем - 98, çĕртме сухи - 1300 гектар. 345 гектар çинче культиваци туса çĕр хатĕрленĕ.
Ял хуçалăх культурисене апатлантарас тата сÿ-релесе нÿрĕк хуплас тĕлĕшпе “Красная Чувашия” ООО, С.Илларионов ХФХ, “Акконд-агро фирма” АО, “Чутеевский” ЯХПК, “Кубнинский” агрофирма, С.Михайлов ХФХ тата ыттисем кал-кал ĕçлеççĕ. “Акконд-агро фирма” АО, “Дружба”, “Чутеевский” ЯХПК çĕре культиваци туса кăпкалатаççĕ. Уйра 40 ытла техника ĕçлет. Хуçалăхсем çурхи тĕш тырă культурисем те, курăксем те акаççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке “Акконд-агро фирма” АО, С.Михайлов тата С.Семенов фермерсен уйĕсене çитсе уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика