03 мая 2017 г.
Уй-хирсенче юр ирĕлсе пĕтнĕ май пирĕн куç умне тĕрлĕ çĕрте çÿп-çап куписем тухаççĕ.
Тăрмăшри ял тăрăхĕн территоринче пурăнакансем вĕсене тирпейлеме пуçларĕç. Шкул умĕпе палăк çывăхĕнче хăш-пĕр вырăнсене шурă тĕспе илем кĕртрĕç. Чечек клумбисене кĕреçесемпе чавса кăпкалатрĕç. В.Николаева, Н.Алексеева, О.Васильева, Л.Шакина, Г.Сергеева, С.Лаврентьева тăрăшса ĕçлерĕç.
Клуб работникĕсем Е.Матросова, Л.Андреева, А.Иванова, О.Петрова Ленин палăкĕ умĕнчи пахчана йĕркене кĕртрĕç. Шкулта та ахаль çÿрекенсем пулмарĕç, пурте йĕри-таврари çÿп-çапа пуçтарчĕç. Пирĕн ял тăрăхĕ тасалăхра пурăнма лайăх пулнине пĕлет. Вĕсем кĕрхи кивĕ çулçăсене шăлса тасатрĕç, лупашкасене хупларĕç вĕсемпе. “Илемлетсен, тунката та хитреленет”, - тесе ахальтен каламаççĕ ватăсем.