АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Статьяпа айăпланă

03 мая 2017 г.

Тĕрĕссипе 20 çулхи С.на уголовлă майпа маларах айăпланă, анчах суд палăртнă тивĕçсене пурнăçламаннине кура ун тĕлĕшпе Уголовлă кодексăн 74 статйин 3-мĕш пайĕпе усă курма тивнĕ - колоние ăсатнă.
Çапла тумашкăн ФСИН управленийĕн уголовлă айăплава пурнăçлакан инспекцийĕн Тăвай районĕнчи филиалĕн пуçлăхĕ ыйтнă. Каччăна пĕлтĕ-рхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче ушкăнпа каварлашса тата вăйпа усă курса пурлăх çаратнăшăн айăпланă. Çулталăк çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă, анчах - условнăй майпа. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пурăнакан вырăна инспекцие пĕлтермесĕр улăштарма, 22 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен килтен тухма юраман.
Çук, вăл хăйне хĕрхеннине ăнланман пулас. Инспекцие регистрацие пыманшăн суд тĕрĕслев вăхăтне тăснипех çырлахнă-ха, анчах С. пурпĕр çирĕп йĕркене пăсма пăрахман: сăлтавсăрах регистрациленме пыман, çĕрле килтен тухса кайма та именмен. Шупашкара кайнине те палăртнă, унта тăванĕсем патĕ-нче пурăннă. Инспекцирисен тÿсĕм пĕтнĕ...
Суд палăртнă тивĕçсене пурнăçламаншăн УК 74 статйипе усă курма тивнĕ. Вăрмар районĕн сучĕ условнăй айăплава пăрахăçласа çамрăка пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатмалли йышăну тунă.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика