АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ

28 апреля 2017 г.

Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ.
РФ ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров, асăннă мероприятие уçнă май, Чăваш Республикине Раççейри чи ăнăçлă аталанса пыракан регионсенчен пĕри пулнине палăртса хăварнă. 2016 çулхи промышленноç производствин калăпăшĕ Раççейри вăтам кăтартуран чылай пысăкрах. Чăваш Ен тракторĕсене, хими, электротехника продукцине чăннипех пĕлеççĕ. Регионăн экономики вăй илсе пынине, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçăлнине палăртнă. “Чăваш Ен ют çĕршывсемпе ĕçлĕ çыхăнусене сарса пырать. Республикăра Германирен, Японирен тата ытти ют çĕршывсенчи инвесторсем производствăсем уçаççĕ”, - тенĕ Сергей Лавров. Чăваш Республикин ертÿлĕхне, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, регионти мĕнпур халăха ырлăх, малашне те çитĕнÿсемпе ĕçлеме ырă суннă.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн умсăмахĕнче чи малтанах Сергей Лаврова региона пысăка хурса хакланăшăн, ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн, презентаци йĕркелеме витĕм кÿнĕшĕн тав тунă.
Михаил Игнатьев регионта бизнеса аталанса вăй илме çителĕклĕ таран условисем йĕркеленине пĕлтернĕ. “Чăваш Республикинче Испани, Итали, Япони, Серби компанийĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Калăпăр, нумаях пулмасть нимĕçсен Weidmuller тата Siemens компанийĕ-семпе килĕшÿ ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ. Кĕçех вĕсем çĕнĕ хушма производствăсем хута ярĕç”, - тенĕ Михаил Игнатьев.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика министрĕ Владимир Аврелькин регионти предприятисемпе организацисем тĕнчери 92 çĕршыври бизнес пĕрлешÿ-семпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтернĕ. “Пирĕн тăрăхра бизнеса аталанса пыма условисем çителĕклĕ. Налук тÿлессипе çăмăллăхсем пур. Патшалăх пулăшăвĕсем те чылай. Республикăра промышленноçа аталанма витĕм кÿрекен ятарлă фонд йĕркеленĕ”, - тенĕ Владимир Аврелькин.
Палăртса хăварар, çак презентаци ĕçне ют çĕршывсен 90 ытла ятарлă представителĕ хутшăннă. 
2008 çулта иртнĕ презентацие ют çĕршывсенчен 55 представитель хутшăнма кăмăл тунă пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика