АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне çинчен сăмахăм

28 апреля 2017 г.

Хаçата çырма сăлтавĕ те хистерĕ пулĕ. Манăн анне, Тăвайра пурăнакан Лидия Ивановна Александрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Табакова) ыран, апрелĕн 29-мĕшĕнче, сахал та мар, нумай та мар - 90 çул тултарать. Хăйне вăрăм ĕмĕр пехилленĕшĕн Çÿлти Аттемĕре тав тусах тăрать кĕлĕсенче. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн пархатарлă кун-çул ыйтса тархаслать. Ырă кăмăллăскер, пĕрле пурăннă, ĕçленĕ, хутшăннă, анчах пурнăçран уйрăлнă çынсен ячĕсене те куллен-кун асăнма ÿркенмест.
Вăрмар районĕнчи Аслă Пинертен вăл. Ашшĕ, Иван Тимофеевич, ĕçе хаклакан, çемье тăнăçлăхĕшĕн тăрăшакан çын пулнă. Çăнăх арманĕ тытнă вĕсем. Амăшĕ, Александра Афанасьевна, кил-çурт тасалăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн, ачисем ырă-сывă пулассишĕн ырми-канми тимленĕ. Çамрăклах пурнăçран уйрăлнă вăл: хĕл кунĕнче вакра кĕпе-йĕм çуса пăсăлса вилмеллех чирленĕ. Эпир, мăнукĕсем, кукаçипе кукамая курса та, астуса та юлайман.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн, 1947-1949 çулсенче, пирĕн анне Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕ-нче вĕренсе агроном специальноçне алла илнĕ.
-Тăван килтен вĕреннĕ çĕре çитме канмалли кунсенче вăтăршар çухрăм çурран утнă. Анне кăмакара çĕр улми типĕтсе парса яратчĕ, - аса илет çав çулсене.
1949 çулта çамрăк специалиста Тăвайри МТСа ĕçлеме яраççĕ, кунта вăл 1952 çулччен тăрăшать. Вăрманхĕрри каччипе, çичĕ çул Инçет Хĕвелтухăçĕ-нче салтак тивĕçне пурнăçласа сержант званипе яла таврăннă Кузьма Александровпа çемье çавăрнă. Атте милитаристла Японие хирĕç кĕрешнĕ, пулеметчик, радиотелеграфист пулнă. Ăна “Японие çĕнтернĕшĕн”, каярах ытти медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн çыхăну кантурĕнче аслă техникра, КБОра мастерта, электрикра ĕçленĕ.
-Туй кунĕнче мана хура ăйăр кÿлнĕ тăрантаспа пырса илсе тĕлĕнтерчĕ, - телейлĕ саманта куç умне кăларчĕ анне.
Икĕ ывăлпа хĕрне кун çути панă, çăмăл мар вăхăтра пăхса ÿстернĕ вĕсене. Анне пĕр харăсах икĕ ĕçре вăй хунине те астăватăп. Юлашки 19 çулне Тăвай больницинче истопникре, санитаркăра, сестра-хозяйкăра тăрăшнă. Çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕрле ĕçлеме тÿр килнисем ăна халĕ те çав тери чыслă, тирпейлĕ пулнишĕн ырăпа асăнаççĕ. 
Аннен пĕр тăванĕсем тахçанах пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Пиччĕшĕсем пĕр харăсах виççĕн вăрçа тухса кайнă. Геолога вĕренсе тухнă, фронтра разведчик пулнă Георгий ?Кивур/ Табаков лейтенант 1942 çулта Карели фронтĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ. 
-Паянхи пек астăватăп: Канаш станцийĕнче пирĕн Кивур пуйăс мĕн вăрмана кĕрсе çухаличчен шурă тутăрпа сулласа уйрăлчĕ, - тет вăл.
Фронтра тухса тăнă “На боевом посту” хаçатра чăваш каччи çинчен “Георгий Табаков _ зоркий, смелый и отважный разведчик” ятлă заметка пичетленнĕ. Çемье архивĕнче унăн ашшĕ Иван Тимофеевич çав хаçата вуланă вăхăтра ÿкерсе илнĕ сăн ÿкер-чĕк халĕ те упранать.
Николай (Микулай) Табаков тăван киле хăрах хулсăр таврăннă. Ачисем ашшĕ каласа панине асра тытаççĕ. Вăйлă çапăçу пынă. Çав вăхăтра вăл татăлса ÿкеймен хул шăнăрне шăлпа çыртса татнă та каллех тăшмансене аркатма малалла вирхĕннĕ. Çапăçу хыççăн кăна ăна санитарсем госпитале леçнĕ.
Тепĕр пиччĕшĕн Данилăн (Танюкăн) вара тыткăн тамăкне тÿсме тивнĕ. Вăл пире каласа пани халĕ те асра: нимĕç фашисчĕсем ăна хĕнесе асаплантарнă, штыкпа тиресшĕн пулнă. Çамрăк çыннăн çÿçĕ самантра шуралса ларнă. Вăл çăлăнас шанăçа çухатман. Хура кĕркунне юлташĕсемпе йĕплĕ пралук айĕнчен шăтăк алтса пленран тарнă. Сĕлкĕшлĕ шыв урлă каçма хал çитернĕ пирĕн салтаксем. Паллах, путасран та хăрушă пулнă. “А обмотки у нас на что!” - тесе кăшкăрнă пулать Данил. Пĕр-пĕрне çухатас мар тесе обмоткăсене çурса çыхăннă вĕсем. Çырана çитеспе хамрăннисем пеме тытăнсан, пĕтĕм вăя пухса: “Не стреляйте, свои!” - тесе кăшкăрнă. Çапла вĕсен çăлăнма май килнĕ.
Çивĕч ăс-тăнне кура Данил Ивановича полкри хут-документ ĕçне йĕркелесе пыма шаннă. Вăл, хăюллăскер, пĕрре кăна мар секретлă пакетсене штабран малти линие илсе çитернĕ. Ахальтен мар вăрçă вăхăтĕнче “Хĕрлĕ çăлтăр” орденпа, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальпе наградăланă ăна. Фронтран таврăнсан Д.Табаков Вăрнарти совхоз-техникумра преподавательте ĕçленĕ.
Лидия Ивановна “Ĕç ветеранĕ” медале, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă юбилей наградисене тивĕçнĕ. Раççей Президенчĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕ- сене те типтерлĕн упрать вăл. Шел, атте 59 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Кĕçĕн ывăлĕ атте çулне те çитеймерĕ. Пурнăçран ир кайнă çывăх çыннисемшĕн чунĕ ыратать ватă çыннăн.
-Ачасемпе, мăнуксемпе савăнатăп, - тет анне. Вĕсемшĕн вăл темĕн тума та хатĕр. Мăнукĕсем виççĕн унăн, кĕçĕн мăнукĕсем вара - улттăн.
Урисем ыратнипе тухса çÿреймест. Чăваш наци радио кăларăмĕсене итлеме кăмăллать. Уйрăмах музыка передачисене килĕштерет, хăй те çамрăкрах чухне нумай юрă пĕлетчĕ.
Эпир, унăн ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем, татах та нумай çул пурăнма, сывлăхлă, телейлĕ пулма сунатпăр ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика