28 апреля 2017 г.

Чăннипе, çынсем Нăрваш сали патĕ-нче Тăм шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер хывасса тахçантанпах кĕтеççĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ пысăк автоçул çинчи ансăр та лутра кивĕ кĕпер ку чухнехи пурнăç ыйтнине, хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтерменни куçкĕрет курăнатчĕ ĕнтĕ. Халĕ унпа çума-çумăн пĕлтĕртенпе пикенсех çĕнĕ кĕпер тăваççĕ, генподрядчик те, субподрядчик те пурте хăйсен тÿпине хываççĕ, пĕр чĕлхе тупса кал-кал ĕçлеме тăрăшаççĕ. Ÿсĕмлĕ ĕç çапла хушăнса пымалла та ĕнтĕ вăл. Çул куçăмĕ енĕпе те, халăх хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе те халĕ тăвакан çĕнĕ кĕпер ку тăрăхри пысăк пĕлтерĕшлĕ объект пулса тăрать. Çавăнпа тимлĕхĕ те çавна май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне кăçалхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса панă май, 2017 çулта пирĕн районти Тăм шывĕ урлă кĕпер хывассине вĕçлемеллине каларĕ. Строительсем çак пысăк шанăçа çилпе вĕçтермĕç, паллах, хăйсенчен мĕн килнине кăна мар, ытларах та тума вăй хурĕç. Çулпа кĕпере кунта пурĕ пĕрле 1 километр ытла тумалла. Строительство ĕçĕсем графикрен юлса пыманнине каларĕ генподрядчикĕн “Дорстрой” ОООн прорабĕ Николай Геннадьевич Кириллов. Умĕнче тĕрлĕ расчетсемпе ĕç хучĕ-семччĕ унăн. Кăçал та юр кайнă кайман тенĕ пек пуçăннă кĕпер çинчи ĕçсене. Çанталăкĕ халĕ те чăрмантарать-ха. Анчах çĕр ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ, хăйăрне те сараççĕ, вак чулне те вырнаçтараççĕ. Асăннă материалсене запаслăх кÿрсе хунă тата турттарса та килеççĕ. Çĕнĕ кĕперĕн, тĕп пайне тунă ĕнтĕ, икĕ енĕпе тимĕр решеткеллĕ карта та вырнаçтарнă. Кĕперĕн аял пайне “РЕНО” матрац хывса çирĕплетеççĕ, тытăннă ку ĕçе. Сетка ăшне шултра фракциллĕ пысăк маркăллă чул тултараççĕ. Ульяновскри “Волга” строительство компанийĕн ĕçченĕсем тăрăшатчĕç кунта иртнĕ ытларикун. Участок начальникĕ Виктор Кустов, Юрий Капитонов бригадир, Александр Новиков, Николай Макаров, Дмитрий Арапов, Анатолий Арапов пурччĕ. Ĕнер вара унта “Дорстройри” Иван Ильин, Александр Ильин, Сергей Матвеев, Альтирид Федоров ?сăн ÿкерчĕ-кре/ тăрăшатчĕç. “Дорстрой” ОООн техники те кунта: экскаваторсем, виброкаток, ДТ-75 трактор, автогрейдерпа автокран... Çанталăк ăшăнса, типсе-лайăхланса пынăçемĕн çынсем те чылай йышлăрах пулĕç кĕпер участокĕнче, тĕрлĕ йышши техника та. Кивĕ çула çĕнĕрен хăпартнипе сыпăнтармалла пулать, халĕ унта Валерий Никифоровпа Евгений Иванов экскаваторсемпе, Василий Козлов пысăк машинăпа, Валерий Чумышев автогрейдерпа çĕр ĕçĕсем тăватчĕç, унтан хăйăр, вак чул сарса пусăрăнтарса, асфальт сарса хытармалла пулать. Фрезаллă пысăк техникăпа кивĕ асфальта касса тĕпретсе илме пуçланă. Унпа Владимир Иликовпа Иван Афанасьев ĕçлеççĕ. Тĕпретнĕ асфальта вăхăтлăх çул тума çул айккине сирпĕтеççĕ. Çĕнĕ кĕперĕн Сала енне йĕркелесе çитерме кивĕ кĕпер чăрмантарать. Ку тĕлĕшпе те тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерĕç. Ĕçĕ нумай та кăткăс. Кашни япалан йĕрки-тĕрки пур. Çанталăк майлашăнса пынăçемĕн ĕç калăпăшĕпе хăвăртлăхĕ ÿссе хушăнсах пырĕ. Çĕнĕ объекта иккĕмĕш квартал вĕçленсе пынă тĕле хута яма тĕв тăваççĕ. Унччен, куратпăр, çанăсене тавăрса ĕçлемелли сахал мар. Çавăнпа ăнăçусем сунар кĕперçĕсене.