АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçĕсене - тÿрĕ кăмăлпа

28 апреля 2017 г.

Тивĕçĕсене - тÿрĕ кăмăлпа

Часах пушар хуралĕнче ĕçлекенсен кунĕ. Çак яваплă ĕçре Тăвайри пушар чаçĕнче 19 çын тăрăшать. Ĕçе 4 дежурствăпа йĕркеленĕ. 3 пушар машини пирĕн хальхи вăхăтра. Г.Кузьмин, Ю.Ильин, В.Борисов, А.Ананьев, О.Матвеев, А.Семенов тата ыттисем чылайранпа вăй хураççĕ коллективра. Юлашки çулсенче ку тытăма çамрăксем килни ĕçе çĕнĕ варкăш кĕртрĕ.
Иртнĕ çул МЧС тытăмĕнче пушар хуралĕн çулталăкĕ пулчĕ. Республикăра “Професси тĕлĕшĕнчи чи лайăххи” ята Тăвай ялĕнчи Михаил Кузьмин пушарник та тивĕçрĕ. “Паттăрлăх çăлтăрĕ_2016” кубокпа диплом парса чысларĕç пултаруллă ĕçчене. Хальхи вăхăтра пĕр çамрăк 3 уйăхлăх курсра ăсталăхне ÿстерет. Çын çитменни чăрмав кÿрет пулин те, пушарниксем хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ. Статьяна вуланă хыççăн, тен, камăн та пулин хăйĕн кун-çулне пушар хуралĕпе çыхăнтарас шухăш çуралчĕ. Тархасшăн, хаваспах кĕтетпĕр сире.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, районта вут-çулăм тухасси ÿсмен, çынсем вилнĕ тĕслĕхсем пулман.
Çапла, ял тăрăхĕсемпе çыхăнса ĕçленин, килрен-киле çÿресе рейдсем ирттернин, çынсемпе инкекрен асăрханас тĕлĕшпе калаçусем йĕркеленин усси пурах ĕнтĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен асăрхаттаракан памяткăсем те парса хăваратпăр рейдсем вăхăтĕнче çынсене. Графикпе килĕшÿ-ллĕн ака уйăхĕнче Чутей ял тăрăхĕ-нчи ялсенчи кил-çуртсене, объектсене тĕрĕсленĕ ?караул начальникне О.Матвеевпа С.Васильев водителе шăпах çав вăхăтра ÿкерсе илнĕ/.
Пирĕн ĕçченсем кулленхи служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынисĕр пуçне спортпа туслă, юрă-ташă смотр-конкурсĕсенче те тăтăшах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ пынă май, юлашки кунсенче районти шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр, хăрушсăрлăх йĕркине пăсни инкекпе вĕçленни çинчен вырăнти тĕслĕхсемпе усă курса калаçусем ирттеретпĕр.
Хамăр ĕçченсене, тивĕçлĕ канури ветерансене професси уявĕпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçусем, кăмăл çирĕплĕхĕ, телейпе ырлăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика