АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьепе пĕрле вулама пулать

28 апреля 2017 г.

“Пирĕн республикăра 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Атте-анне пурри - кил илемĕ. Çавăнпа кăçал çемьери ăс-хакăл тата кăмăл-сипет хутшăнăвĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрасса шанатăп. Республикăри мĕнпур шкулта çемье этикин никĕсĕсене вĕрентмелли программа, çыравçăсен вара кил-йышпа вуламалли кĕнекесем хатĕрлемелле”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Ман умăмра - пысăках мар çĕнĕ кĕнеке. Типографи сăррин шăрши те пĕтмен-ха унăн. 88 страницăллă кăна вăл, шкулта вĕренекенсене кăсăклантарма пултаракан тĕрлĕ жанрлă произведенисем кĕртнĕ унта. “Ачасен асамлă тĕнчинче” ят панă ăна. Авторĕ - “Ял ĕçченĕ” хаçат журналисчĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Александровна Никитина.
Ача çуралсан тĕлĕнмелле асамлă тĕнчене лекет. Пĕчĕк çыншăн пурте интереслĕ. Амăшĕ йăл! кулса пăхни, ашшĕ кунĕн-çĕрĕн ачашласа йăтса çÿ-рени, çутă тĕслĕ тетте шăнкăртатни, кушак çури мяуклатни, урамра çумăр е юр çуни. Мĕн кăна пулса иртмест пулĕ çапла унăн таврашĕнче;
Пепки пĕрремĕш сăмах каланине, пуçласа таплаттарса утса кайнине нихăçан та асран кăлармĕç ашшĕпе амăшĕ. Çитĕннĕ май ывăл е хĕрача пысăк çынла пуплесе тĕлĕнтерет, хаваслă ĕç туса савăнтарать е йăнăшса хурлантарать, лайăх пĕлÿ пухса аслисене савăнтарать.
Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çут çанталăка, чĕр чунсене, вĕçен кайăксене, выльăх-чĕрлĕхе сăнама хăнăхать пĕчĕк çын.
Кĕçĕннисен пурнăçĕн хаваслă тапхăрĕсене сăнласа паракан кĕнеке вулакан чунне тÿрех тыткăнлать.
Хамăр та ашшĕ-амăшĕ пулса тăрсан, эпир ачасемпе пĕрле тепĕр хут пулатпăр асамлă юмахра. Хальхинче ку тĕнче тата кăсăклăрах, интереслĕ-рех, хаваслăрах пек туйăнать пире. Çакна, литературăн тĕрлĕ жанрĕсемпе усă курса, кăтартса панă кĕнеке авторĕ.
Шÿтсемпе çĕнетнĕ юмахсене, калавсене, экологи ыйтăвĕ-сене татса паракан шухăшсене кĕртнĕ. Ара, Раççейре кăçалхи çул экологи проблемисене те хускатнă-çке.
Пĕчĕк ачасен пурнăçĕн кăсăклăхĕпе савăклăхне, интереслĕ мелсемпе усă курса, çутатса пама тăрăшнă автор. Тĕрлĕ çулсенче çырнă произведенисене, жанрсене шута илсе, вырнаçтарнă.
Малтанхи пайне пĕчĕк хĕр ача, пысăк çынла калаçса, амăшне тĕлĕнтернине сăнарланă йĕркесене кĕртнĕ. Вĕсене хаваспах хăйсен пепкисене вуласа парса савăнтарма пултараççĕ халь аслисем.
Иккĕмĕш ярăмра _ паянхи пурнăçпа килĕшÿллĕ çĕнетнĕ юмахсем. Вĕсем пĕчĕк вулакансене тантăшĕсемпе туслă пурăнма, ватă çынсене хисеплеме вĕрентеççĕ.
Виççĕмĕш пайри калавсем ачасене йывăрлăхсенчен çăмăллăн тухма, яланах хаваслă пулма хавхалантараççĕ.
“Шухăшсем, шухăшсем” ярăмри йĕркесем вара пĕчĕк çынсене тĕрлĕ ăнлавсен ытамне илсе кĕреççĕ. Çăкăра хисеплеме, яланах тирпейлĕ пулма, аслисен ĕçне хаклама хăнăхтараççĕ. Кĕнекен юлашки пайĕ ачасене çут çанталăк сăпкинче ларса ярăнма йыхăрать. Çирĕп сывлăхлă çитĕнме, пысăк ÿсме, шкула кайма пуçласан лайăх вĕренме, ырă кăмăллă çын пулса ÿсме хистет. 
Кукамай-асанне, кукаçи-аса-тте пулнисене те çак асамлă тĕнчере хаваспах кĕтеççĕ. Ачасен асамлă тĕнчине уçса паракан сăн ÿкерчĕксем кĕнеке содержанине татах пуянлатаççĕ. Шел, çав илеме фотоаппарат пулăшнипе тăвакан çын сăнне те вырнаçтармалла пулчĕ хальхинче, ăна ĕмĕрлĕхе хамăр асра хăварма.
Район журналисчĕ чăваш чĕлхин уявĕ тĕлне хăйĕн тăваттăмĕш кĕнекине хатĕрлесе çитерчĕ. Тăван чĕлхене, атте-аннене, яла, çĕршыва юратма хистет вулакансене çапла вăл хăйĕн интереслĕ парнипе. Çак кунсенче ăна ялсенчи библиотекăсене илсе çитерессишĕн тимлет районти журналист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика